MENU
Главная » 2016 » Август » 16 » Калайкас ял уявĕ
13:38
Калайкас ял уявĕ

    Фоторепортаж

   Калайкассем çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Ял уявне ирттерчĕç. Шкул умĕнчи кану паркне халăх йышлăн пухăнчĕ. Мазуркинсем хăйсен ал ĕçсен куравне йĕркеленĕ. Кунта йывăçран касса ăсталанă тĕрлĕ япалана курма май пулчĕ – кусем Петр Яковлевич ĕçĕсем. Зинаида Васильевна вара тĕрлĕ тум çĕлесе илемлетнĕ, хушпу-тухья ăсталанă, тутăр-саппун тĕрленĕ.

   Яштак пÿллĕ хурăнсем айне сĕтелсем лартса тухнă. Унта хăнасене тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Техĕмлĕ какай шÿрпи пăсланса ларать. Ăна пĕçерекенĕ Галина Сивкова. Ял çыннисем те пушă алăпа килмен: кашниех кукăль-пÿремеч пĕçерсе, сăра вĕретсе килнĕ.

   Çамрăксем тĕрлĕ вăйă выляса вăй виçрĕç: чи маттуррисене палăртрĕç.

   Калайкассинчи «Ентеш», Шатракассинчи «Мерчен», Катькасри «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнĕсем вара уява илем кĕртрĕç, хăйсен юрри-ташшипе халăха савăнтарчĕç.

Просмотров: 398 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar