MENU
Главная » 2017 » Апрель » 26 » Кану каçĕ «Упрасчĕ чăвашлăха» Юнкăри культура çурчĕнче.
10:00
Кану каçĕ «Упрасчĕ чăвашлăха» Юнкăри культура çурчĕнче.

     Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унӑн тӗп тӗслӗхӗсенчен пӗри  - тӗрӗ, эреш, йăла – йĕрки, юрри – ташши, вӑйӑ-кулли,кӗпе - тумтирĕ.  Чӑваш ӑруран ӑрӑва çак илемлĕхĕн вӑрттӑнлӑхне, илемне упраса пырать.

   Чӑваш чунӗ яланах хитре патне туртӑннӑ. Чӑвашсем ҫав тери ӗҫчен халӑх пулнишӗн чӑннипех те мухтанмалла. Чӑвашлӑха тата унӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварас тесе культура вучахĕнче тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттеретпӗр. Паянхи кун та, пирĕн тăрăхри чӑвашсен йӑли-йӗркине,юрри –ташшине тăван халăх патне илсе çитерес тесе «Упрасчӗ чӑвашлӑха»кану каҫӗ иртрĕ. Чи малтанах «Рябинушка» ача сачĕн çамрăк артисчĕсем  куракансене хăйсен пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç. Савăнмалла, пирĕн ачасем те чăвашлăха тытса пыни курăнать. Уяв малалла пынă май сцена çине Юнкăри культура çурчĕ çумĕнчи пултаруллăх ушкăнĕ тухрĕ. Чӑвашсем кирек мӗнле ӗҫе те тата ӗҫкӗ  пуҫличчен «Алран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ. Залра ларакансем чăвашсен тумтирне, юрри – ташшине курса савăнчĕç, апат – çимĕçне те, кăпăклă сăрине те тутанса пăхрĕç. Артистсемпе пĕрле  юрласа, ташласа хавхаланчӗҫ. Аслӑрах ҫулрисем вара, тен, ҫамрӑклӑха аса илсе, ҫамрӑксем вӑййа тухсан , куҫ шывланни курӑнчӗ. Куракансем артистсене ӑшӑ кӑмӑлпа тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ.

     Пуян та тарăн шухăшлă йăла-йĕркене малашлăхшăн яваплă çамрăксем патне çитересчĕ. Кашни чăваш хĕрĕ‚ каччи  тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр‚ ун йăли-йĕркипе мăнаçлантăр‚ çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма‚ янăравлă сăвви-юррине  шăрантарма‚ çĕршывăмăрпа мухтанма пултартăр. Чăн-чăн чăваш чунлă пулар.

Просмотров: 839 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar