MENU
Главная » 2016 » Апрель » 8 » Кашмаш халăх театрĕ Атапайĕнче
18:03
Кашмаш халăх театрĕ Атапайĕнче

   Иртнĕ шăмат кун, апрелĕн 2-мĕшĕнче, Атапайри культурă çуртĕнче халăх йышлă пухăнчĕ. Кашмашри культура Çурчĕ çумĕнче йĕркелленнĕ халӑх театрӗ Ш. Башбеков пьеси тăрăх лартнă «Çĕнĕ арăм виç куна» камитпе паллаштарчĕ.

   Петр Борзаев, Тамара Цвыга, Валерий Черкесов, Татьяна Трофимова,  Алина Тимофеева, Елена Тихонова, Роза Николаева, Степан Борзаев артистсем хăйсене шанса панă рольсене тĕплĕн хатĕрленсе профессионал пек вылярĕç, халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

   Курма килекенсем камитпе питĕ кăмăллă юлчĕç. Спектакль вĕçленсен тăвăллăн алă çупса артистсене саламларĕç.

Просмотров: 482 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar