MENU
Главная » 2017 » Июнь » 5 » Катькас халăхĕн ял уявĕ.
08:45
Катькас халăхĕн ял уявĕ.

            Сар хĕвеллĕ тĕнчен халăх шăпи ĕмĕртен-ĕмĕре тĕрлĕрен килнĕ пулин те ĕçчен чăваш халăх хăйĕн чăнлăхне, тĕрĕслĕхне, ăсталăхне, тасалăхне упрать, ырă йăла-йĕркене малалла тăсма тăрăшать.

     Катькас халăхĕ ял уявне1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн ял халăхĕ  уява паллă тума кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнаççĕ, шашка-шахматла та выляма пулать. Ача-пăча пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ÿкерме тăрăшса çĕнтерÿçĕ пулма васкать. Пĕчĕк шăпăрлансене савăнма батут та пур.

    Уява пухăннă халăх ĕлĕкхи вăхăтри ял пурнăçĕпе ĕç çыннине сăнласа паракан тĕрлĕ стендсемпе паллашрĕ. Вĕсене Петров Алексей ял историйĕпе интересленекен хатĕрлерĕ. Ялти библиотека ертÿçи А. Угарова «Тăван ялăм – савнă ялăм» стенд хатĕрлерĕ. Уява ертсе пычĕ. Ялти Культура çурчĕн ертÿçи И. Осипова халăх валли шÿрпе пĕçерес ĕçе, спорт вăййисене, вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ япала ăсталама юратакан ачасен ал ĕçсен куравне йĕркелерĕ. Вĕсен ертÿçи, вĕрентекенĕ шăпах та Ирина Осипова. Ял уявне хăйсен пултарулахĕпе паллаштарма Мазуркинсем – Петр Яковлевичпа Зинаида Васильевна та килме кăмăл турĕç. Вĕсем – ал ĕç маçтăрĕсем. Халăх Мазуркинсен алăпа тунă япалисене курса киленчĕ.

      Уяв ячĕпе Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, ял депутачĕ В.Н. Волкова саламларĕç. В. Волкова çулталăк хушшинче халăх валли ялти активлă çынсемпе пĕрле йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки пĕтĕмлетÿ турĕ.

   Кăçалхи уяв Экологи тата Амăшĕпе ашшĕн çулталăкне халалласа иртрĕ. «Çăлкуç» пултарулăх ушкăн концерт программине те çакна шута илсе йĕркелерĕ, илемлĕ юрă-ташăпа халăхăн кăмăлне çĕклерĕ. «Çăлкуç» пултарулăх ушкăн йĕркеленнĕренпе пилĕк çул çитрĕ. Çак ятпа Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев ушкăна çÿрекенсене тав çырăвĕпе парне пачĕ.

     Андрей Иванов труба каласа тĕрлĕ кинофильмри кĕвĕсемпе çынсене савантарчĕ. Çавăн пекех кăмăл тăвакансем сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. 

     Эстрада çăлтăрĕ Дипендра Мани хаваслă юрăсемпе халăхăн чунне тыткăнларĕ, савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ. Илемлĕ кĕвĕçемĕн çынсем ташлама та тухрĕç.

      Ял уявĕнче çулталăк каялла чăмăртаннă виçĕ çемьене те, вĕсен пĕчĕк пепкисене те, нумаях пулмасть пĕрлешнĕ чи çамрăк çемьене те саламларăмăр. Çавăн пекех нумай çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе те тату пурăнакан çемьесене те чысларăмăр – 10, 15, 20, 30 çул паллă тăвакансене парнесем парса савăнтартăмăр.

    Экологи çулталăкне халалласа «Ытарайми тăван тавралăх» ятпа Угарова Аннăн фотокуравне, А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пуçламăш класра вĕренекенсемпе «Çут çанталăк ачасен куçĕпе» ятпа ÿкерчĕксен куравне те йĕркелерĕмĕр. Вĕсене асăнмалăх парнесем парса савăнтартăмăр.

          Ял халăхне Вера Арешменевăпа Зоя Угарова килте вĕретнĕ сăрапа, Вера Волкова, Елена Петрова, Людмила Мочалова тĕрлĕ йышши пĕçернĕ кукăльпе хăналарĕç. Халăх валли техĕмлĕ шÿрпе пĕçерекенсем – Тяминсем – Венедиктпа Любовь, Лариса Туйманкина, ал-ĕçĕн куравне хутшăннă шкул ачисем – Света, Верăпа Надежда Охлинсем, Наталья Егорова, Катя Тяпкина, стенд хатĕрлекен Алексей Николаевич Петров парнесене тивĕçрĕç. Шÿрпе валли аш-какайпа Александрпа Любовь Мольковсем тивĕçтерчĕç. Тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене те парнесем парса хавхалантартăмăр.

       Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнă ял-йыша чĕререн тав тăватпăр! Пурне те, пурне те пысăк тав!

Просмотров: 380 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar