MENU
Главная » 2018 » Май » 28 » Катькас халахĕн ял уявĕ.
09:04
Катькас халахĕн ял уявĕ.

       Фоторепортаж

       Сар хĕвеллĕ тĕнчен халăх шăпи ĕмĕртен-ĕмĕре тĕрлĕрен килнĕ пулин те ĕçчен чăваш халăх хăйĕн чăнлăхне, тĕрĕслĕхне, ăсталăхне, тасалăхне упрать, ырă йăла-йĕркене малалла тăсма тăрăшать.

    Катькас халăхĕ ял уявне1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн ял халăхĕ  уява паллă тума кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнаççĕ, шашка-шахматла та выляма пулать. Ача-пăча пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ÿкерме тăрăшса çĕнтерÿçĕ пулма васкать.

    Уява пухăннă халăх ĕлĕкхи вăхăтри ял пурнăçĕпе ĕç çыннине сăнласа паракан тĕрлĕ стендсемпе паллашрĕ. Вĕсене Петров Алексей ял историйĕпе интересленекен хатĕрлерĕ. Ялти библиотека ертÿçи А. Угарова «Тăван ялăм – савнă ялăм» стенд, «Н.В. Никольский историк, этнограф учёнăй-энциклопедист çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа – «Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ» ятпа информаци стендне хатĕрлерĕ. Уява ертсе пычĕ. Ялти Культура çурчĕн ертÿçи И. Осипова, ял депутачĕ В. Волкова, А. Угарова халăх валли шÿрпе пĕçерес ĕçе йĕркелерĕç. «Чудо бисер» кружока çÿрекен хĕрачасем вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ япала ăсталанă алăçсене курава тăратрĕç. Вĕсен ертÿçи, вĕрентекенĕ И. Осипова.

     Уяв ячĕпе Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, Муркаш районĕн тата Катькас ялĕн хисеплĕ гражданинĕ В.С. Краснов, ял депутачĕ В.Н. Волкова саламларĕç. В. Волкова çулталăк хушшинче халăх валли ялти активлă çынсемпе пĕрле йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки пĕтĕмлетÿ турĕ. Г. Лебедев «Иницативное бюджетировние» программăна хутшăннă май конкурсра çĕнтерме пултарни çинчен, программăпа килĕшÿллĕн çăва çине каякан çула сарма май пуррине пĕлтерчĕ. Шыв башнине тĕпрен çĕнетсе туна ĕçре пысăк пулăшу кÿнĕ Ю.Ю. Петров тав сăмахĕ каларĕç. Çавăн пекех уява Чăваш Наци Конгресĕн членĕ, халăх Академин Президенчĕ Е.Е. Ерагин килсе çитрĕ. Ял уявне çулсеренех ирттернишĕн, çак йăлана 30 çула яхăн тытса пыма пултариншĕн ырларĕ, Çимĕк уявĕ пирки каласа пачĕ. Ялти краевед А.Н. Петров таврапĕлÿ ĕçĕшĕн, ял депутачĕ В.Н. Волкова ял-хуçалăх ĕçĕнче, выльăх тухтăрĕнче 40 çул ытла ырми-канми ĕçленишĕн «Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академин» наградине тивĕçрĕç. Катькас ял вулавăшĕн ĕртÿçине А. Угаровăна Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе саламланă май Хисеп хучĕпе чысларĕ.

      Кăçалхи уяв Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкне тата Чăваш енри И.Я. Яковлев çулталăкне халалласа иртрĕ. Ачасем Яковлев халалне, Г. Ефимов поэт И. Яковлев çинчен çырнă «Улăп», И. Осипова П. Афанасьевăн «Ырă ту» сăввисене каласа пачĕç. Уявра «Çăлкуç» тата Шатракассинчи «Мерчен» пултарулăх ушкăнĕсем хаваслă юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе халăхăн кăмăлне çĕклерĕç. Юрлама юратакансем халăха уявпа хăйсен пултарулăхĕпе те паллаштарчĕç.

      Эстрада артисчĕсем – Николай Кузьминпа Алина Савельева уява килсе хаваслă юрă-кĕвĕпе халăхăн чунне тыткăнларĕ, савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ. Илемлĕ кĕвĕçемĕн çынсем юрăçсемпе пĕрле ташларĕç.

    Ял уявĕнче çавăн пекех нумай çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе те тату пурăнакан çемьесене чысларăмăр – 25, 30, 35 тата 40 çул паллă тăвакансене парнесем парса савăнтартăмăр. Нумаях пулмасть пĕрлешнĕ чи çамрăк çемьене – Грачев Евгенийпе Анастисияна та саламларăмăр.

      «Ытарайми тăван тавралăх» ятпа Угарова Аннăн фотокуравне йĕркелерĕмĕр, Чăваш енри И.Я. Яковлев çулталăкне халалласа А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи пуçламăш класра вĕренекенсемпе «И.Я. Яковлев калавĕсене ÿкеретпĕр тăрăшсах» ятпа ирттернĕ ÿкерчĕксен конкурс ĕçĕсене те курава тăратрăмăр.

       Ял халăхне Вера Волкова, Светлана Тямина, Елена Петрова тĕрлĕ йышши пĕçернĕ кукăльпе хăналарĕç. Халăх валли техĕмлĕ шÿрпе пĕçерекенсем Людмила Мочаловăпа Анна Угарова пулчĕç.

       Шÿрпе валли аш-какайпа Алексейпа Алевтина Угаровсем тивĕçтерчĕç. Тĕрлĕ конкурса хутшăнакансене, алĕçĕсен куравне, фотокурав йĕркелекенсене, спорт вăййисене ирттерме пулăшакансене, çĕнтерÿçĕсене те парнесем парса хавхалантартăмăр.

       Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнă ял-йыша, спонсорсене – «Шупашкар чăх-чĕп фабрикин» ертÿçине Николай Григорьевич Ванеркина, Шупашкарти «Тюли-шторы» салон хуçине Марина Николаевна Гавриловăна, Вера Николаевна Волковăна чĕререн тав тăватпăр! Пурне те, пурне те пысăк тав!

Просмотров: 296 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar