MENU
Главная » 2018 » Сентябрь » 14 » Катькасри Культура çурчĕ çумĕнче «Пÿрнеске» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ
11:00
Катькасри Культура çурчĕ çумĕнче «Пÿрнеске» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ

Катькасри Культура çурчĕ çумĕнче «Пÿрнеске» пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ

Оригинал

Катькасри Культура çурчĕ çумĕнче чи кĕçĕннисен «Пÿрнеске» ятлă пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Ăна ертсе пыраканĕ  – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Кондукторова. Пултарулăх ушкăнĕн тĕп тĕллеве  – пĕчĕкренех ачасене чăваш  халăх культурипе паллаштарасси, чăваш чĕлхине юратма, ăна упрама, хисеплеме вĕрентесси. Çавна май Н. Кондукторова Катькасри «Родничок № 17» ача сачĕн аслă ушкăнĕпе пĕрле тăтăшах ĕçлесе пырать. Ăна воспитательсем те пулăшса пыраççĕ. Акă, нумаях пулмасть, Кульура çуртĕнче И.Я. Яковлев 170 çул тултарнине халалласа «Янра, чăваш сăвви, юрри!» ятпа конкурс иртрĕ. Ачасем чăваш сăввисене илемлĕ вулама тăрăшрĕç, ача-пăча юррисене хавхаланса шăрантарчĕç. Вĕсен пултарулăхне И. Осипова вĕрентекен, А. Угарова библиотекарь тата О. Клюшкова воспитатель хак пачĕç. Ачасене пылак парнесемпе савăнтарчĕç.

Просмотров: 335 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar