MENU
Главная » 2018 » Сентябрь » 27 » Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи "Сывлăмпи" Каршлăхри ватăсене саламларе
13:25
Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи "Сывлăмпи" Каршлăхри ватăсене саламларе

"Сывлăмпи" Каршлăхри ватăсене саламлать

Оригинал

Пирĕн çĕршывра Ватă çынсен кунне 1992 çултанпа паллă тăваççĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшне уяв тесех калаймăн. Аслă ăру çыннисемпе тимлĕрех пулмалли çинчен аса илтерекен кун вăл. Çак кун коллективсенче ветерансене чыслаççĕ, вĕсен ырă ĕçĕсене аса илеççĕ, хисеплĕ ватăсене юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. 

Пурнăç - çĕр пăрнăç, теççĕ. Кашнин хăйĕн шăпи, пурин те пĕр килмест вăл. Ватлăхра тăр-пĕччен тăрса юлакансем те пур. Юрать-ха, йывăр шăпаллисене патшалăх пĕчченлĕхре хăвармасть, хăй хỹттине илет. Сăмах Каршлăхри ватăсен çурчĕ пирки. Кунта чылай ватă пурăнать. Вĕсене лайăх пăхаççĕ. Час-часах кунта тĕрлĕ артистсем те килеççĕ.

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи «Сывлăмпи» ача-пăча фольклор ушкăнĕ те тăлăха юлнă ватăсене саламлас кăмăлпа кунта çитсе илемлĕ концерт кăтартрĕ, ватăсене савăнтарчĕ. Çак ушкăна ертсе пыракан Надежда Кондукторова кунта пурăнакан ватăсене çирĕп сывлăхпа вăрăм кун-çул сунчĕ. Пурте кăмăллă юлчĕç.

Просмотров: 287 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar