MENU
Главная » 2018 » Сентябрь » 28 » Катькасри Культура çуртĕнчи «Пÿрнеске» ушкăн ватăсене илемлĕ концертпа савăнтарчĕ
14:07
Катькасри Культура çуртĕнчи «Пÿрнеске» ушкăн ватăсене илемлĕ концертпа савăнтарчĕ

"Пÿрнеске" ушкăн Катькасри ватă çынсене саламлать

Оригинал

     Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ – Ватă çынсен кунĕ, сумлă та пархатарлă уяв. Çак кун эпир хамăрăн аслă ăрăва хисепленине, сума сунине, вĕсене манманнине кăтартатпăр.

  Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Катькасри Культура çуртĕнче нумаях пулмасть йĕркеленнĕ «Пÿрнеске» ушкăн ялти хисеплĕ ватăсене илемлĕ концертпа савăнтарчĕ. Н.М. Кондукторова ертсе пынипе «Родничок № 17" ача садне çÿрекенсем хăйсен çепĕç сассисемпе чăвашла тата вырăсла  юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, такмаксем каласа чăвашла та ташласа савăнтарчĕç, шÿтлĕ сценка лартса пачĕç. Клуба пуçтарăннă кинемейсемпе ашшĕ-амăшĕсем вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç. Уяв программине А.В. Угарова библиотекарьпе О.С. Клюшкова воспитатель ертсе пычĕç.

   Уяв ячĕпе Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, В.Н. Волкова депутат, А.В. Угарова саламларĕç. Тав сăмахĕ каласа нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, ачасемпе мăнуксенчен пархатар курма çунчĕç.

    Ялти ватăсем питĕ кăмăллă юлчĕç, вĕсене манманшăн тав сăмахĕ каларĕç. Çак концертпа çĕнĕ сезон уçăлчĕ теме те пулать.

Просмотров: 368 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar