MENU
Главная » 2018 » Ноябрь » 13 » Катькасри "Пÿрнеске" фольклор ушкăн Аннесен кунне хатĕрленет
07:35
Катькасри "Пÿрнеске" фольклор ушкăн Аннесен кунне хатĕрленет

Катькасри "Пÿрнеске" фольклор ушкăн Аннесен кунне хатĕрленет

Анне ăшши пурне те çитет.

Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарнинче – Аннесен кунĕ. Çак уява 1998-мĕш çултанпа ирттереççĕ.

Ырă кăмăллă аннесене, ăшпиллĕ асаннесемпе кукамайсене Аннесен кунĕ ячĕпе саламлас шутпа Катькасри Культура çурчĕ çумĕнчи «Пÿрнеске» фольклор ушкăн хальтерех хатĕрленес терĕ. Надежда Кондукторова пултарулăх ертÿçипе Олеся Клюшкова воспитатель «Çăлкуç» ача садĕнчи аслă ушкăна çÿрекенсене чылай сăвă-юрă, вăйă-ташă вĕрентрĕ пулин те, уяв пысăк шайра ирттерес тесе  ачасемпе кашни кун тенĕ пекех тăрмашаççĕ, мĕн вĕреннине çирĕплетсе хăварас теççĕ. Паян та, чÿкĕн 12-мĕшĕнче, черетлĕ репетици иртрĕ. Ачасем савăнсах çĕнĕ вăйă вĕренчĕç.

Просмотров: 276 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar