MENU
Главная » 2016 » Июль » 2 » Катькассем "Эткер" кану лагерьте
14:54
Катькассем "Эткер" кану лагерьте

   Фоторепортаж

  2005-мĕш çултанпа республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсенче вĕренекенсене чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентес тата пуплев аталантарма пулăшас тĕллевпе Чăваш Респуликин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Вăрман юмахĕ» лагерьте ятарлă „Эткер”смена ирттерет. Кăçал ачасен ушкăнне Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 41 ача килнĕ. Вĕсене «Тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекенсен» конкурсĕн призерĕ (Мускав, 2013) И.А. Диарова тата çĕнтерÿçи (Саранск, 2012) А.М. Степанов, Пĕтĕм Раççейри «Педагогика талккăшĕ» конкурс лауреачĕ, Пĕтĕм Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Кудрявцева Л.В. йĕркелесе пычĕç.

   Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче, планпа килĕшуллĕн, ачасем патĕнче хăнара Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» фольклор ушкăн пулчĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ чăваш ачисем савăнсах чăваш кĕпи тăхăннă артистсемпе пĕрле чăваш юррисене шăрантарчĕç, чăваш ташшисене ташларĕç, вăйă карти йĕркелерĕç. Ушкăнăн пултарулăх ертуçи Надежда Кондукторова ачасене тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе калаттарчĕ, ура хуçса ташлама та вĕрентрĕ. Илемлĕ юрăсене аслисемпе пĕрле ачасем те юрлама тăрăшрĕç. Тĕлпулу пурне те кăмăла кайрĕ.    

    Катькасри культура çурчĕн ертуçи Ирина Осипова

Просмотров: 319 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar