MENU
Главная » 2020 » Март » 13 » Катькассем Василий Раймов юрăç концертĕнче
23:50
Катькассем Василий Раймов юрăç концертĕнче

Катькассем Василий Раймов юрăç концертĕнче

 

Катькасри Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Çăлкуç» пултарулăх ушкăна çÿрекенсем тата юрра-ташша кăмăллакансем пушăн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Çамрăксен театрне çул тытрĕç. Унта Василий Раймов юрăç пысăк концерт парать имĕш. Тата çак концертра Катькас ял каччи те, Чăваш Патшалăх юрăпа ташă ансамбльте юрласа-ташласа, «Хунав» ушкăнта юрласа халăха савăнтаракан Кирилл Мочалов та пулать тенĕрен инçе çула кĕскетсе,  пĕтĕм ĕçе пăрахса  çула тухрĕç. Унта çитсен вара, концерт хыççăн, килте кичеммĕн ларса вăхăта сая яманшăн пурте питĕ савăнчĕç. Тĕрлĕ юрăçсем, ташă  ушкăнĕсем, Республикăн тĕрлĕ районĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем (вĕсен хушшинче Муркаш районĕнчи «Орин ен» халăх пултарулăх ушкăнĕ те) хăтлă залта ларакансен кăмăлĕсене хăпартлантарсах ячĕç. Пурте çакăнта килсе савăнма пултарнăшăн хăйсене-хăйсем мухтарĕç, Ирина Осипова клуб ертÿçине тав сăмахĕсем каларĕç.

Просмотров: 219 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar