MENU
Главная » 2016 » Июнь » 21 » Кèр кèрлерè ял уявè
14:32
Кèр кèрлерè ял уявè

   Фоторепортаж

    Çуллахи кунсенче ял çыннин ĕçсĕр ларма вăхăт çук пулин те, Атапай тата Сентимĕр ялĕсенче пурàнакансем пурнăçа ĕçлесе кăна ирттермеççĕ. Ял уявне йĕркелесе ирттересси кунта ырà  йăлана кèчè èнтè. Кàçалхи çĕртме уйàхèн 19-мèшèнче те палàртнà вырàна халàх йышлà пухàнчè.  Çак ятпа ял халăхне Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.В. Бардасов, ветерансен Совечĕн председателĕ В. И. Вязов, тата Атапай клубĕн ертÿçи Р.П. Быкова саламларèç.  Пурне те ырлàх-сывлàх, телей сунса, çак ырà йàлана малалла та тàсса пыма чèнсе каларèç.

   Ял уявèнче никама та кичем пулмарè:  тĕрлĕрен  конкурссем пухàннисене пèр вырàнта ларма памарèç. Кашни конкурсах хавасланса хутшăнчě ял-йыш, уйрăмах ачасем кàмàлларèç çак вăйăсене. 

   Ачасем  уйрăм предприниматель Игнатьев Михаил Александрович вырнаçтарса панă батут çинче  сиксе савăнчĕç, карусель çинче ярăнчеç.  Вĕсене валли кунта пылак вата, поп-корн та пулчĕ.  

   Çурлатăри клубĕ çумĕнчи «Çеçпĕл» ушкăн илемлĕ ташши-юррисепе савантарчĕ, уява илем кĕртрĕ.. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарса тăчĕç.  

    Юлашкинчен пуçтарăннă ял-йыш техĕмлĕ какай шÿрпипе хăналанчĕ.

    Ял çинче нумайччен ташă-юрă, вăйă-кулă тата ача-пăча сасси янăрарĕ

Просмотров: 355 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar