MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 14 » Кĕр мӑнтӑрĕпе-кĕр уявĕ
09:50
Кĕр мӑнтӑрĕпе-кĕр уявĕ

Кĕр мӑнтӑрĕпе-кĕр уявĕ

 

Культура Çурчĕсенче кĕркунне хĕрÿ ĕç кунĕсем пуçланаççĕ. Малтанах аслӑ ӑрури хисеплĕ çынсене чыслӑн хисеплени, кайран кĕр мӑнтӑрĕпе кĕрхи уявсем ирттерни. Акӑ Москакасси культура Çуртĕнче шкулта аслӑ классенче вĕренекен ачасене валли канмалли кун «Кĕрхи бал» уяв каçне савӑнӑçлӑн туса ирттертĕмĕр. Ачасем нумаях пуçтарӑнмарĕç пулин те, уяв вĕсемшĕн интереслĕ те савӑнӑçлӑ иртрĕ.

Анастасия Поркинапа Сергей Пашков ертÿçĕсем малтанах вĕсене культура Çуртне пуçтарӑннӑ ятпа тата кĕрхи уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕç. Кайран ачасемпе тĕрлĕрен интереслĕ конкурсем туса ирттерчĕç. Хĕр ачасемпе арçын ачасем кокурсене хаваспах хутшӑнчĕç. Залри ачасемпе те вӑйӑсем туса ирттерчĕç. Вĕсем те тĕрлĕрен ыйтусем çине тупӑшсах хуравларĕç. Кашни ача çак каç асӑнмалӑх пĕчĕкшер кучченеçпе парнесене тивĕçрĕ. Юлашкинчен пурте ташӑ картине кар тӑрса ташларĕç.

Малашне вĕсене культура ĕçченĕсем кашни вырсарни кун культура Çуртне кану каçне йыхравларĕç. Ачасем хаваспах хӑйсем килесси çинчен  пĕлтерсе килелле тулли кӑмӑлсемпе саланчĕç.

Просмотров: 253 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar