MENU
Главная » 2016 » Сентябрь » 13 » Хӑнара - «Шурча» эстрада ушкӑнӗ.
10:37
Хӑнара - «Шурча» эстрада ушкӑнӗ.

   Фоторепортаж

  Нумаях пулмасть Москакасси культура Ҫуртӗнче Шурчари культура Ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ «Шурча» эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулчӗ. Ҫак пултаруллӑ ушкӑн Москакасси ял тӑрӑхӗнчи халӑха хӑйӗн пуян та илемлӗ концерчӗпе савӑнтарчӗ.

   Эстрада ушкӑнӗн ертӱҫи В.Дмитриев ҫак ушкӑна нумаях пулмасть йӗркеленӗччӗ. Ҫапах та концерт программи ҫав тери анлӑ та илемлӗ. 80-90 ҫулсенчи паллӑ юрӑсене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратни куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫак пысӑках мар ушкӑн мӗнле кӑна юрӑ шӑрантармарӗ пуль, чӑвашли те вырӑсли те. Пӗчченшерӗн, икшерӗн тата ушкӑнпа темиҫе сасӑпа шӑрантарчӗҫ юрӑсене. Уйрӑмах Дмитриевсем, Борзаевсен ҫемьи, В.Яков юрлани пурин кӑмӑлне те кайрӗ.

   Концерта культура Ҫурчӗн ертӱҫи Л.Пискарева ӑста ертсе пычӗ. Нумай-нумай юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ «Шурчасем» куракансене.

   Чылая тӑсӑлчӗ концерт. Юлашки юрра шӑрантарнӑ чух куракансем пӗр шухӑшлӑ пулса ура ҫине тӑрса, чылайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Культура Ҫурчӗн ертӱҫи сцена ҫине хӑпарса артистсене ӑшӑ та ырӑ сӑмахсем каласа артистсене хавхалантарчӗ. Малашне те халӑха ҫакӑн пек илемлӗ концертсемпе савӑнтарма ӑнӑҫу сунчӗ.

Москакасси культура Ҫурчӗн ертӱҫи Г.Голубева

Просмотров: 428 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar