MENU
Главная » 2016 » Февраль » 29 » «Халăх» ятне хӳтĕлерĕмĕр.
13:33
«Халăх» ятне хӳтĕлерĕмĕр.

    Февралĕн 28 – мĕшĕнче Муркаш районĕнчи пур «халăх» ятне илнĕ пултарулăх ушкăнĕ те хăйĕн чысне хӳтĕлерĕ, çав шутрах Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ те. Артистсем паллах питех те хытă хумханчĕç, мĕнле-ха, Шупашкартан сумлă та анлă тӳре хак пама килнĕ-çке. Чăн малтанах, Кино çулталăкне халалласа хатĕрленĕ, В.Шукшин тăрăхĕнчи такмаксен пуххин «Над Катунью» композиципе пуçларĕ хăйĕн пултаруллăхне «Шуçăм» ушкăн. Ку композицине лартаканĕ С.Николаев пулчĕ.

   Çавăн пекех «Тапăртатса ташлар - и!» чăваш юрăпа ташă сюитипе, тутар ташшипе(лартаканĕ И.Петрова), арçынсен ушкăнĕ «Лизавета», Дарья Макарова «Чăваш Ен» юррисемпе паллаштарчĕç сумлă жюрине. Çак кĕске юрă - ташăсене пăхсах тӳрере ларакансем пултарулăх ушкăнĕн ĕçне пысăк хак пама пултарчĕç. Çак ушкăн тепĕр виçĕ çул хушши тивĕçлĕн«халăх» ячĕпе концертсемпе халăха савăнтарма пултарать тесе йышăнчĕç. Ку вара, артистсемшĕн, çав тери пысăк савăнăç пулчĕ. Апла пулсан, ку таранччен вăхăта шеллемесĕр культура Çуртĕнче, репетицисем туни ахалех пулмарĕ тесе свăнчĕç. Çак пултарулăх ушкăнĕн ертӳçине Радимир Семенова пысăк тав сăмахĕ калас килет. Нумаях ĕçлемест пулин те, «халăх» ятне тивĕçлĕн тытса пыма тăрăшать çамрăк ертӳçĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченне Надежда Кондукторова аккомпаниатора, ташăсене лартакансене - Ирина Петрована тата Сергей Николаева тата çак пултарулăх ушкăнне çӳрекен пур артиста та çĕре çити пуç тайса, тав сăмахĕ калас килет.

Просмотров: 356 | Добавил: Алина | Рейтинг: 1.0/1
Всего комментариев: 0
avatar