MENU
Главная » 2017 » Январь » 13 » Хаваслă тĕл пулусем.
08:04
Хаваслă тĕл пулусем.

Кивĕ Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе Москакасси культура Çуртĕнче вăй хуракансем ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе Москакасси поселокĕнче пурăнакан ачасем патне Çĕнĕ сул ячĕпе саламлама килĕрен çÿрерĕç. Паллах, асамлă Хĕл Мучипе Юр Пикесĕр çак тĕлпулусем иртмерĕç. Вĕсем пырса кĕрсен, пурте тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç.

Хĕл Мучипе Юр Пике ачасене сăвăсем калаттарчĕç, юрăсем юрлаттарчĕç. Хĕл Мучи вара вĕсене асăнмалăх пылак кучченеçсем тыттарса хавхалантарчĕ. Ачасем кăна мар ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă юлчĕç çакăн пек парне туса панищĕн. Килес çул та пире хăнана пыма чĕнчĕç.

  Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева

Просмотров: 285 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar