MENU
Главная » 2020 » Март » 4 » «Хавассем» хавхалантарса хӑварчӗç
15:48
«Хавассем» хавхалантарса хӑварчӗç

«Хавассем» хавхалантарса хӑварчӗç.

 

«Чӑваш çӗрӗ - çӗр пин юрӑ, çӗр пин тӗрӗ çӗршывӗ», - тесе ахальтен каламан-тӑр И.Я.Яковлев хӑй вӑхӑтӗнче. Çак сӑмахсем паян та пӗлтерӗшлӗ теес килет.

Нумаях пулмасть пирӗн патра хӑнара Тойкилтӗ клубӗ çумӗнчи «Хавас» художество пултарулӑх ушкӑнӗ пулчӗ. Ушкӑнри юрӑçсем вара – çулланнӑ, анчах та чунӗсемпе çамрӑк, чӑннипех пурнӑçа юратакан активлӑ та маттур, çынсене хавхалантарма пултаракан, нимрен хӑраман (вӑл каç вӑйлӑ çумӑр çурӗ, хӗл кунӗ пулсан та) чан-чӑн артистсем. Хӑйсен концертне вӗсем Аслӑ Çӗнтерÿ тунӑранпа 75 çул çитнине тата Чӑваш Автономийӗ 100 çул тултарнине халалланӑ. Маттур артистсем хӑйсен репертуарне тӗрлӗ вӑхӑтри юрӑсене кӗртнӗ. Ӗлекхи чӑваш сӑмахлӑхӗн арчине уçса пӑхса илемлӗ юрӑ тупнӑ, хӑйсен çамрӑклӑх вӑхӑтӗнчи юрӑсене те аса илнӗ, паянхи А.Лукина, А.Арсентьев репертуарӗнчи юрӑсене те аван шӑрантарчӗç вӗсем. Юррисене - чуна пырса тивмеллисене те, кулӑшлисене те итлесе килленме питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Ташшисем те, шÿтсем те вырӑнлӑ пулчӗç. Юрӑçсем хӑйсен юррисене тӗрлӗрен çипуç тӑхӑнса юрларӗç. Кӗске вӑхӑтрах эпир салтаксене те, ватӑ кукамайсене те, хамӑр тантӑшсене те, тутарсене те сӑнарӑмӑр. Куракансем вара артистсене тавӑллӑн алӑ çупса хавхалантартӑмӑр, пӗлнӗ юрӑсене юрламасӑр нимӗнле те чӑтаймарӑмӑр.

Концерт программине илемлетсе хатӗрлесе йӗркелесе пыраканӗ – Железнова Ю.А., хулари пысӑк сцена çинче ертсе пыракантан пӗртте кая мар.Аккомпониаторӗ тата… Еплерех маттур калать вӑл хӑйӗн купӑсне. Курса ларакансем алӑ çупса кӑна мар, чӑтаймасӑр урисемпе тапӑртаттарса ташласа та пӑхрӗç.

Концерт пӗтни çинчен пӗлтерсен артистсемпе пӗртте уйрӑлас килмерӗ, вӑрахчен алӑ çупса тав турӑмӑр вӗсене вӑхӑта шеллемесӗр пире килсе савӑнтарнӑшӑн. Тепре килсен те «Хавассене» татах та курма хавас эпир.  

02.03.2020.   Н.Н.Замятина. Чуманкаси ялӗ.

Просмотров: 195 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar