MENU
Главная » 2020 » Март » 7 » Хĕл ӑсатӑвĕ – Муркаш салинче
09:12
Хĕл ӑсатӑвĕ – Муркаш салинче

Хĕл ӑсатӑвĕ – Муркаш салинче

 

Мартӑн 6-мĕшĕнче Муркашра Хĕл ӑсатӑвне анлӑн та интереслĕ туса ирттерчĕç.  Малтанах уява пуçтарӑннӑ пĕтĕм хĕрарӑмсене район администацийĕн пуçлӑхĕ Р.Н.Тимофеев, районти тава тивĕçлĕ хисеплĕ çынни В.И.Вязов тата Чӑваш Республикинчен килсе çитнĕ хӑна В.И.Петров çывхарса килекен мартӑн 8-мӑшĕ ячĕпе ӑшшӑн саламларĕç.

Хĕл ӑсатӑвне илем кÿрекенсем вара, районти культура Çурчĕсем çумĕнче йркеленнĕ пултарулӑх ушкӑнĕсем, тĕрлĕрен спорт вӑййисем тата Муркаш райповĕнчи поварсем тутлӑ та техĕмлĕ шашлык пĕçерекенсем пулчĕç.

Уяв тӑршшĕпех сцена çинчен илемлĕ юрӑ-кĕвĕ янӑрарĕ. Кунта та тĕрлĕрен конкурсем туса ирттерчĕç. Такмакласа юрлакансем, хуткупӑспа выляса ташлакансем пурин кӑмӑлнне те çĕклеме пултарчĕç. Эпир те Москакасси культура çурчĕн артисчĕсем çак конкурсра хутшӑнма пултартӑмӑр. Такмакçӑсем хушшинче эпĕ 2-мĕш вырӑна тухса культура пайĕ ячĕпе тав çырӑвне тата парнене тивĕçме пултартӑм. Питех те кӑмӑллӑ пулчĕ, эпĕ такмакласа юрлани тÿресен кӑмӑлне çĕклеме пултарнишĕн. Хуткупӑсçӑсен конкурсне хутшӑнса Галина Ватрюкова та тав çырӑвпе парне илме тивĕçрĕ.

Ēлĕкрен Хĕл ӑсатӑвне лашасемпе ял тӑрӑхĕсенчен чылайӑн чупса килетчĕç. Шел пулин те, паянхи кун таврара лашасем çукки чуна хурлантарать. Çапах та чи хӑюлли хӑйĕн йыттипе чупса килни пурне те тĕлĕнтерчĕ çак кун. Ăна пĕкĕпе çунашкапа кÿлсе капӑрлатнӑ. Вӑт çакӑн пек вӑхӑта çитрĕмĕр иккен.

Уяв вара, питех те кӑмӑллӑ иртсе кайрĕ, пурин кӑмӑлне те çĕклерĕ.

Просмотров: 187 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar