MENU
Главная » 2016 » Октябрь » 28 » Хорнуйĕнче çĕмĕрт каллех çеçкере…
10:31
Хорнуйĕнче çĕмĕрт каллех çеçкере…

Фоторепортаж

Юпа уйăхĕн 27 мĕшĕнче, Оринин халăх театрĕн артисчĕсем черетлĕ çула тухрĕç. Ку хутĕнче вĕсем Хорнуй клубне васкарĕç. Клубра орининсем «Çĕмĕрт каллех çеçкере» драмăна выланине пĕлсе ял çыннисем йышлǎпухǎннă.  Куракансем спектакле питĕ тимлĕн пǎхса ларчĕç, алǎ çупса артистсене хавхалантарчĕç.

 Паллах, артистсем те хǎйсен геройĕн сǎнарне ĕненмелле уçса пама тăрăшрĕç, халăха хăйсен ăсталăхĕпе тыткăнласа макăртма та пултарчĕç. Спектакль  пĕтсен те куракансем килĕсене васкамарĕç, артистсене «Браво!» тесе кăшкăрса тăвăллăн алă çупса тав турĕç. Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.В.Колесникова артистсене,  театр ертÿçине - Аркадий Андреева çирĕп сывлăхпа пĕрле çĕнĕ рольсем калăплама, творчествăра çĕнĕ ўсĕмсем тума ăнăçусем сунчĕ.

Оринин халăх театрĕн артисчĕсем Хорнуйсене ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн тав сăмахĕ калаççĕ, çирĕп сывлăх,  пур ĕçре те ăнăçусем сунаççĕ.

Просмотров: 314 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar