MENU
Главная » 2018 » Август » 26 » Кино курма кӑмӑллакансем Москакасси культура Çуртĕнче
14:08
Кино курма кӑмӑллакансем Москакасси культура Çуртĕнче

Раççей культура Министерстви йĕркеленипе кӑçал та Çĕршывӑн пур кĕтесĕнче те кино курма кӑмӑллакансем вали ятарласа тÿлевсĕр киносем кӑтартассине йĕркеленĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ сенкер экран çинчен пĕр кунта харăсах виçĕ интереслĕ фильм пӑхаççĕ кино искусствипе кӑсӑкланакансем. Кăсалхи çул Курск хулине фашистла Германинчен ирĕке кăларнăранпа 75 çул çитрĕ. Çак паллă куна халалласа халăх сасăланипе Раççей режисерĕсем ÿкернĕ фильмсене Дмитрий Дьяченко «Последний бой», Ким Дружининӑн «Танки» тата Дмитрий Тюрин «Рубеж» курма пултарчĕç çак каç.

Москакасси культура Çуртĕнче те çак илемлĕ фильмсене пӑхма юратакансем пуçтарӑнчĕç. Кӑсӑклансах пӑхрĕç курма килекенсем хӑйсене интереслентерекен киносене. Кино вĕçленсен, пĕр-пĕрин хушшинче çак фильмсем килĕшнĕ пирки калаçу та туса ирттерчĕç куракансем.

Просмотров: 291 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar