MENU
Главная » 2017 » Ноябрь » 15 » Конкурсран - çĕнтерÿпе.
09:18
Конкурсран - çĕнтерÿпе.

   Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чӑваш Республикинчи культура техникумĕнче, Михаил Семенова халалласа, тĕрлĕ регионсенчи эстрада юррисене кӑмӑллакан çамрӑк юрӑçсем хушшинче (30 çул таран), Х-мĕш конкурс туса ирттерчĕç. Çак конкурса Москакасси культура Çуртĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн ертÿçи Радимир Семенов хутшӑнма кӑмӑл турĕ. Чылай çамрӑк хутшӑнчĕ çак конкурса. Конкурс 4 сехет хушши тӑсӑлчĕ. Тÿресем конкурсӑн пĕтĕмлетĕвĕсене тунӑ хушӑра, ытти юрӑçсепе пĕрле, Мосакаксси культура Çуртĕнче «Шуçӑм» ушкӑнра вӑй хуракан Сергей Николаев, залра ларакансене илемлĕ юррисемпе хавхалантарчĕ.

     Чылай канашланӑ хыççӑн, сцена çине тÿре председателĕпе, С.А.Кондратьевпа Ю.И.Юнисова улӑхрĕç. Малтанах 25 çулчченхи çамрӑк юрӑçсен хушшинче пĕтĕмлетÿ турĕç.

  25 çултан аслӑраххисем хушшинче Р.Семенов «Юр пĕрчи» юррипе, жюри членĕсене тыткӑнласа, I степенлĕ лауреат ятне илсе, çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ. С.Николаева та çак конкурса йĕркеленĕ çĕрте пулӑшу парса тÿпе хывнӑшӑн, тав çырӑвĕ парса хавхалантарчĕç.

   Хĕрÿ иртрĕ çак конкурс. Килес çул та çакӑн пек конкурсене хутшӑнма кӑмӑл турĕç пирĕн юрӑçсем. Çакӑн пек хавхалантарни, çамрӑксене малалла та тӑрӑшса ĕçлесе пыма çул уçса пырать.

    Эпир те вĕсене малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр!!!

Просмотров: 360 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar