MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 27 » Конкурсран - дипломсемпе таврӑнтӑмӑр.
10:52
Конкурсран - дипломсемпе таврӑнтӑмӑр.

          Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑ институтĕнче, октябрĕн 27-мĕшĕнче, Раççей шайĕнче çамрӑк юрӑçсем хушшинче IV-мĕш фестиваль-конкурс туса ирттерчĕç.

      Çак конкурса пирĕн районтан Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнне çӳрекен Евагений Тимофеевпа Галина Голубева тата Атабай культура Çуртĕнчен «Сурпан» пултарулӑх ушкӑнĕ хутшӑнчĕç. Куконкурса çамрӑк юрăçсем тата аслӑ çулсенчи юрӑçсем хутшӑнчĕç, пĕтĕмпе 5 категори. Эпир 24 çултан аслӑраххисем 5-мĕш ушкӑнри категорине лекрĕмĕр. Конкурсра икĕ тĕрлĕ юрӑ юрламалла пулчĕ.

      Евгний Тимофеев «Чĕререн юрататăн пулсан» тата «Лизавета» юрра çав тери чуна пырса тивмелле шăрантарчĕ. Аслă тӳрере ларакансем чăтаймасăр хăйсем те пĕрле юрласа ячĕç. Аслă тӳре- Раççĕй Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки, Чăваш Республикин халăх артистки А.В. Зинкина Евгений юрласа пĕтерсен, ăна мухтамаллипех мухтарĕ. «Çакăн пек хитре те илемлĕ саслă юрăçсем ялта мĕншĕн-ха пытанса пурăнаççĕ? Хальхи вăхăтра юрлама пĕлнĕ - пĕлмен юрăçсем аслă сцена çинче юрлама хăтланаççĕ. Сирĕн вара, чăннипех те çак сцена çинчен анмалла мар. Вĕреннĕ пулсан, опера юррисене шăрантармалла та шăрантармала кăначчĕ!», тесе хавхалантарчĕ.

      Галина Голубева «Кăввик, кăввик кăвакарчăн» чăваш халăх юррине тата «Грибы грибочки» юрра тӳресен кăмăлне тивĕçтермелле шăрантарчĕ. Ăна та тӳресем ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç. Çак конкурсра академически сасăпа юрламалла пулнă пулсан, эпир халăх сассипе юрларăмăр. Çавăнпа та Е.Тимофеева «За творческую устремленность», Г.Голубевана «За просветительскую деятельность в области вокального искусства» дипломсем парса хавхалантарчĕç. «Сурпан» ушкăн ансамбльсем хушшинче II – мĕш степенлĕ лауреат пулса диплом тата кубок илме тивĕçрĕ.

      Баян çинче выляса, пире хавхалантарса тăракансем Р.Семеновпа Чăваш Республикин культуратава тивĕçлĕ ĕçченĕ Р.Петров пулчĕç. Пире хитре юрлаттарас тесе, вĕсен пӳрнисем баян çинче вылянса кăна тăчĕç. Тавах вĕсене, пире çакăн пек хавхалантарса тăнишĕн. Вĕсене те пысăк ăсталăхшăн, тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç.

      Конкурсран юрăçсем тулли кăмăлсемпе таврăнчĕç. Çакă вара, пире, малалла тата та тăрăшса ĕçлесе пыма вăй-хал парса тăрать.

Просмотров: 347 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar