MENU
Главная » 2018 » Август » 22 » Культура ĕçченĕсем савăк кăмăл парнелекенсем
16:41
Культура ĕçченĕсем савăк кăмăл парнелекенсем

Культура ĕçченĕсем - савăк кăмăл парнелекенсем

Оригинал

Типĕ те уяр кунсем тăна май хуçалăхсенче хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пырать. Тыр-пула вăхăтра пухса кĕртес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ уй-хир ĕçченĕсем. Ял-хуçалăх ĕçченĕсене савăк кăмăл-туйăм парнелес тĕллевпе Катькас тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсен агидбригади – Клопова Л.В., Ершова Н.В., Вострейкина Т.Т., Угарова А.В. тата Кондукторова Н.М. ир-ирех Скворцова Елена Николаевна ертсе пыракан «Гея» хуçалăхра пулчĕç. Илемлĕ те хаваслă чăваш юрри-кĕввипе, ташшипе çĕр ĕçченĕсен кăмăл-туйăмне çĕклерĕç. Хавхалануллă кăмăлпа ĕç кунне пуçлама тÿр килнишĕн савăнчĕç. Культура ĕçченĕсене тав тунă май татах килсе çÿреме ыйтрĕç.

Просмотров: 362 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar