MENU
Главная » 2015 » Ноябрь » 30 » Культура хыпарĕсем
17:23
Культура хыпарĕсем

Фоторепортаж

   Москакасси культура Çуртĕнче Аннесен уявне халалласа «Ăшă кăмăлтан» пысăк та савăнăçлă уяв каçĕ пулса иртрĕ.

   Çак уява ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ вăхăтри аннесене йыхравларăмăр. Асăннă вăхăта культура Çурчĕ ял - йышпа тулчĕ. Уяв программине «Шуçăм» ташă ушкăнĕ илемлĕ ташăпа уçрĕ. Аннесене саламлама Москакасси ял тăрăхĕн ертÿçи Алексей Николаевич Матросов сăмах илчĕ. Вăл пур аннене те асаннене те çак пысăк та санăçлă уявпа чун - чĕререн саламларĕ. Пурнăçра ыррипе тата телейпе кăна пурăнма ырлăх - сывлăх тата вăрăм кун -çул сунчĕ.

   Ертсе пыракан сцена çине чăн малтанах Сидуккаси ялĕнче пурăнакан ача амăшне Вевея Кузьминична Егоровăна йыхравларĕ. Вăх «Передовик» ял - хуçăлăхĕнче ĕмĕр тăршшĕпе вăй хунă, çĕрне - кунне пĕлмесĕр ял -йышпа хуçăлăха ÿлти шайра тытса пыма тăрăшнă. Çак маттур та пултаруллă асанне пурнăçра мĕн кăна курман пулĕ, хурине те шурине те тÿссе ирттернĕ. Слава ывăлĕ Афганистан вăрçинче пулнă чух сахал мар çÿç пĕрчйĕ шуралнă пуль. Мăшăрĕ те çĕре вăхăтсăр кĕчĕ. Хĕрарăм вăл темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерет çав. Паянхи кун çак маттур та правур асанне кил - хуçалăхĕнче тăрмашать, мăнукĕсене пăхма пулăшать, алса - чăлха çыхса ачисене ăшăлăх парнелет.

   Черетлĕ хăна - 3 ача амăшĕ - Потрякова Милия Викторовна сцена çине улăхрĕ. Вăл Мăрсак ялĕнче мăшăрĕпе тата ачисемпе, мăнукĕсемпе пурăнать. Тивĕçлĕ канура пулин те вĕсем паянхи кун хуçăлăхра выльăх - чĕрлĕх чылай усраççĕ. Павянхи кун Милия Викторовна 11 мăнукĕпе тата 1 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса та киленсе пурăнать. Сăмах майăн каласан, унăн аслă ывăлĕ Олег Николаевич мĕн салтакран таврăннăранпах Муркашри полиции уйрăмĕнче вăй хурать.

   Смирнова Тамара Яковлевна Москакасси ялĕнче пурăнать. Вăл та ял хуçалăхĕнче нумай çул хушши вăй хунă. 15 çул хушши Москакассинчи почта уйрăмĕнче вăй хунă. Ĕçре пысăк кăтартусемпе ĕçлесе пынăран, унăн сăнĕ, хисеп хăми çинче нумай çул хушши ялкăшса тăнă. Паянхи кун вăл ĕç ветеранĕ. Тамара Яковлевна мăшăрĕпе 3 ача пăхса ÿстерсе аслă çул çине кăларнă. Ывăлĕ Анатолий салтакран таврăннаранпах Муркашри полиции уйрăмĕнче вăй хурать. Вăр - вар Наташа кинĕ вара Муркаш администрацийĕнче вăй хурать.

   Çавăн пекех сцена çине Рыкакаси ялĕнчен - Акимова Венера Петровна, Сидуккаси ялĕнчен - Самойлова Вена Петровна, Москакасси ялĕнчен - Архипова Светлана Анатольевна тата Сидуккаси ялĕнчен -Сорокина Калерия Порфирьевна хăпарма тивĕçрĕç. Вĕсен пирки калас пулсан та çав тери каламалли нумай. Кашнийĕнех хăйĕн историйĕ. Кашнийĕн пирки уйрăм кĕнеке кăларма та пулать. Çав тери интереслĕ Аннесемпе тĕл пулма тÿр килчĕ çак каç. Кашниех сцена çине хăпарсан, хăйсен пурăçĕ пирки кĕскен каласа пачĕç Аннесемпе Асаннесем.

   Паллах çак савăнăçлă уяв каçĕ юрă - ташăсăр иртмерĕ. «Шуçăм», «Шураппа», уйрăм юрăçсем: Дарья Макарова, Сергей Николаев тата ташă ушкăнĕ куракансене чунтанах савăнтарчĕç.

   Шăматкун каç, «Шураппа» фольклор ушкăнĕ, Очăкасси культура Çуртĕнче, Аннесен кунне халалласа, пысăк та санăçлă концерт лартса пачĕ. Пире ял вулавăшĕнче ĕçлекен - Илларионова Римма Семеновна çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕ. Концерт пуçланиччен вĕри чейпе хăналарĕ. Куракансем те самаях пуçтарăнчĕç культура Çуртне. Ял - йыш савăнмаллипех савăнчĕ хăйсене çакăн пек парне туса панишĕн. Çак пысăк та илемлĕ культура Çуртне тытса пыракан ертÿçĕ çукки питех те пăшăрхантарчĕ пире. Концерт вăхăтĕнче ман хыçра пĕр хĕрарăмăн илемлĕ сасси «Шураппасемпе» кашни юррах илемлĕн шăрантарса пычĕ. Вăл Ятманти культура Çуртĕнчи пултарулăх ушкăнне çÿрет иккен. Аякка каиччен, çак çуртрах юрламалла мар - ши тесе шутларăмăр эпир «Шурапппасем». Питех те ăшшăн ăсатса ячĕç пире Очăкасси ялĕнче пурăнакансем. Татах концертсемпе килсе савăнтарма ыйтрĕç.

   Вырсарникун вара, ачасене валли Москакасси культура Çуртĕнче Пенза хулинчен килнĕ «Цирк» артисчĕсем хăйĕн пултарулăхĕпе сантарчĕç. Ачасемшĕн чăннипех те çак кун пысăк парне тата санăç пулчĕ. Мĕн кăна туса кăтартмарĕç пулĕ, мĕнле чĕр - чун курса санмарĕç пулĕ. Клоунĕ вара, ачасене тăршшĕпех култарчĕ, вĕсене сцена çине кăларса выляттарчĕ. Залра ача -пăчан санăçлă сасси каймарĕ çак кун. Лотерея вылявĕпе тĕрлĕрен тетте выляса илме те пултарчĕç хăшĕсем. Ашшĕ -амăшĕсем те çав тери кăмăллăн пăхса ларчĕç. Шупашкара каиччен, кунтах темĕн те пĕр курса савăнтăмăр терĕç килелле саланнă чух. Татах ачасене çакăн пек тĕл пулусем туса пама ыйтрĕç.

   Çитес шăматкун, декабрĕн 5 - мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнче «Алло, эпир пултаруллисене шыратпăр!» 1 -мĕш фестиваль -конкурс пулса иртет. Çак конкурсра чĕрĕ сасăпа юрлакан чăваш, вырăс тата акăлчан эстрада юррисем янăрĕç. Юрлаканĕсем вара, Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем пулĕç. Хаклă вулакансем, сире пирĕн уява килсе курма йыхравлатпăр. Ырă сунса кĕтетпĕр!

   Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Г.Голубева.

Просмотров: 512 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar