MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 29 » Куравпа пурте кӑмӑллӑ
14:13
Куравпа пурте кӑмӑллӑ

Куравпа пурте кӑмӑллӑ

 

Москакасси культура Çуртĕнче Анна Васильевна Брагинан ал-ĕçĕсен куравĕ ĕçлет. Кашни кунах культура Çуртне, е библиотекӑна килекен çынсем çак курава пӑхмасӑр тухса каймаççĕ. Кунта шкул ачисем те, аслисем те кĕрсе выставкӑпа паллашаççĕ. Мĕн тери интереслĕ картинӑсене, илемлетсе çыхнӑ карçынккасене, вазӑсене тата ыттине те курса тĕлĕнеççĕ курава кĕрсе тухнисем. Пурте пултаруллӑ маçтӑра мухтаса калаçаççĕ. «Мĕн тери ылттӑн алӑллӑ ӑстаçӑ»,- тесе хӑвараççĕ курава кĕрсе тухнисем.

Чӑнах та, çак пултаруллӑ маçтӑрӑн ĕçĕсем пирĕн культура Çуртĕнче пĕрремĕш хут мар куракансене савӑнтараççĕ. 5 çул каяллах пирĕн тӑрӑхри халӑха хӑйĕн ĕçĕсемпе паллаштарма пуçланӑ Анна Васильевна, Уйкас Хачӑк ялĕнче пурӑнакан. Çав хушӑрах унӑн ĕçĕсем ӑçти кĕтесре пулман пулĕ, Муркашран пуçласа ют Çĕршыв таранах. Пур çĕрте те унӑн ĕçĕсене пысӑк хак парса, тав çырӑвĕсемпе парнесем панисем çирĕплетеççĕ.

Эпир те сирĕн ĕçĕрсемпе мухтанатпӑр, савӑнатпӑр! Малашне те Сире пысӑк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунатпӑр!

Просмотров: 179 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar