MENU
Главная » 2018 » Май » 28 » Кÿршĕсен уявне хаваслӑн ирттертĕмĕр.
15:46
Кÿршĕсен уявне хаваслӑн ирттертĕмĕр.

        Фоторепортаж

    Кÿршĕсен уявне Раççейре 2006-мĕш çултан вара паллӑ тума пуçланӑ. Москакасси ял тӑрӑхĕнче кӑçал 1-мĕш хут çак уява Москакасси вӑтам шкулĕн стадионĕнче поселокра пурӑнакансем самаях пуçтарӑнчĕç, вӑл хушӑра ачасем те пулчĕç. Уяв пуçланиччен кÿршĕсене саламласа хаваслӑ кĕвĕ-çемĕ янӑрарĕ.

     Уява ртсе пыракан О.Сандимирова чӑн малтанах пурне те уява пуçтарӑннӑ ятпа ӑшшӑн тав сӑмахĕ каласа, кÿршĕсен уявĕ мĕнле тата ӑçтан пуçланса кайнӑ пирки тĕплĕн каласа ӑнлантарчĕ.

   Поселокра пурӑнакансемпе малтанах Муркашри "Управляющая компания" ООО ертÿçи Н.В.Любимов калаçу ирттерчĕ. Чӑн малтанах пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, юлашки вӑхӑтра мĕнле улшӑнусем пулса иртни пирки ӑнлантарса пачĕ.

     Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов та пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, кÿршĕсене килĕштерсе пурӑнма телей сунчĕ, яланах пĕрле пĕр çемьери пек пурӑнма ӑнӑçу сунчĕ. Ăна та уява пуçтарӑннӑ халӑх ыйту çине ыйту пачĕ, вӑл та ыйтусем çине тĕрĕс хуравсем пама тӑрӑшрĕ.

     Çавӑн пекех районтан килнĕ   И.Н.Захаров тата О.В.Тимофеева         уяв ячĕпе саламларĕç. Вĕсем те ыйтусем çине хуравсем пачĕç.

    Уява ваттисен кунĕнче ирттернĕ майӑн, ертсе пыракансем пухӑннисене тутлӑ икерчĕпе сӑйларĕç.

      Малалла уява ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсем хушшинче хаваслӑ спорт вӑййисемпе тӑсрĕç. Спорт вӑййисене О.Сандимировапа Д.Гаврилов ертсе пычĕç. 

       «Виръял шевлисем» конкурсра «Гран-при» премине илме тивĕçнĕ Е.Тимофеев тата культура ĕçченĕсем пуçтарӑннисене илемлĕ юрӑсемпе саламларĕç.

     Юлашкинчен чи маттур та пултаруллӑ çемьесене Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе дипломсем парса чысларĕç. 

Просмотров: 283 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar