MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 27 » Мӑн Хураçкасен кӑмӑлне çĕклерĕç
13:10
Мӑн Хураçкасен кӑмӑлне çĕклерĕç

Мӑн Хураçкасен кӑмӑлне çĕклерĕç

 

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» эстрада ушкӑнĕ Мӑн Хураçка тӑрӑхĕнче пурӑнакансене çĕнетсе илемлетнĕ клуба октябрĕн 26-мĕшĕнче йыхравларĕ. Кунти халӑх яланах концерт - спектакльсене кӑнтӑр вӑхӑтĕнче пуçтарӑнать. Асӑннӑ вӑхӑта клуба юрра-ташша юратакан самаях пуçтарӑннчĕ. Концерт программи анлӑ та интереслĕ пулчĕ. Куракансене артистсем чӑваш тата вырӑс эстрада юррисемпе хавхалантарчĕç. Ташӑ ушкӑнĕ хӑйĕн илемлĕ ташшисемпе тыткӑнларĕ. Шÿт ӑсти Сергей Николаев залра ларакансене тĕрлĕрен интереслĕ шÿтсемпе култарчĕ. Концерт вӑхӑтĕнче залра ларакансемпе ертсе пыракан конкурс та туса ирттерчĕ. Чи пултарулли Оксана Федорова пулчĕ. Ăна тав сӑмахĕ каласа ертÿçĕ асӑнмалӑх парне тыттарчĕ.

Концерт вĕçленсен те артистсене сцена çинчен ямарĕç залра ларакансем, татах юрлама ыйтрĕç. Хураçкасен кӑмӑлне тивĕçтерме тӑрӑшрĕç артистсем, татах юрӑсемпе савӑнтарчĕç. Юлашкинчен пурте карталанса илемлĕ кĕвĕпе чӑвашла такмакласа ташша хуçрĕç. Питех те кӑмӑллӑн ӑсатрĕç Москакассисене Мӑн Хураçкасем.

 

Просмотров: 222 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar