MENU
Главная » 2016 » Июль » 18 » Мăн Токшикра - ял уявĕ
15:32
Мăн Токшикра - ял уявĕ

   Фоторепортаж

  Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв.  Иртнĕ шăмат кун  Турай ял тăрăхне кĕрекен Мăн Токшик ял çыннисем ял уявне  паллă турĕç. Уяв ялти чи илемлӗ вырӑнта,  пӗве хӗрринче иртрĕ.  Ял çыннисем  çак куна  тӗплӗн хатӗрленчĕç. Ял халăхĕ пĕве хĕррисене, лавкка умĕнчи вырăна тасатса тирпейлерĕ. Кам çава, кам кĕреçе, кам сенĕк, кам кĕрепле йăтса тухрĕç. Урамсемпе кил умĕсене те тирпей-илем кÿчĕç. Ялти кашни кил умĕнче тенĕ пекех чечексем ешереççĕ, иртен-çÿрен куçне савăнтараççĕ.

   Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял  пур пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл - пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван  ялта ÿсекен мĕн пур йывăç сана тÿлеккĕн пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать. 

Савӑнӑҫлӑ мероприятие  Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.А.Павлов  уçрĕ,  уявпа саламланӑ май маттур та хастар çынсене грамотăсемпе,  тав хучĕсемпе  чысларĕ. Çавăн пекех  ял халӑхне саламлама  район администрацин пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Ёлшик ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта «Чувашгипроводхоз» предприятин директорĕ пулса ĕçлекен И.А.Алексеев, районти социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи О.В. Иванова, депутатсен Муркаш   район Пухӑвĕн  депутачĕ, Муркаш райпо пĕрлешĕвĕн ертÿçи Б.В.Андреев тата ыттисем килсе ҫитрĕç. Ял çыннисем  хăнасене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Çывăх тăванĕсемпе хурăнташĕсем, ывăлĕ-хĕрĕсем, мăнукĕсем  те тăван яла  çитрĕç.

   Район администраци пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев сăмах илнĕ май районти ырă улшăнусемпе паллаштарчĕ, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Çамрăксене малалла хастар та çирĕппĕн утма сĕнчĕ. Пурне те çирӗп сывлӑх, савăк  кӑмӑл-туйӑм, ҫутӑ шанӑҫсене пурнӑҫлама ĕçре ҫӗнӗҫитӗнӳсем тата  ырлӑхпа телей сунчĕ.

   «Кашни халăха, ушкăна, çынна туслăх пĕрлештерет. Пурин те килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла.Хамăр ялшăн хамăран тăрăшмалла, çамрăксем мĕнле пуласси те пирĕнтен нумай килет. Кашни кил,  кашни урам, кашни ял таса та хăтлă пултăр.  Вара тăван район та, республика та, çĕршыв та çирĕпрех те вăйлăрах пулĕ»,- терĕ  хăйĕн сăмахĕнче  Муркаш райпо пĕрлешĕвĕн ертÿçи Б.В.Андреев.

    Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ял пурнăçĕпе паллашрĕ, халăхпа калаçрĕ тата ял историйĕпе кăсăкланчĕ. Вăл Мăн Токшик клубне хаклă парне пачĕ.

    «Чувашгипроводхоз» директорĕ пулса ĕçлекен И.А.Алексеев та Мăн Токшиксен ÿсĕмĕпе савăнчĕ. Уйрăмах ăна ялти тирпей-илемĕ килĕшнĕ.

    Якаткассинче  пурӑнакан  Егор Васильев  вара  Мăн Токшик ялĕн çыннисене кашни çулах   ял çинчен çырнă çĕнĕ  сӑввисемпе савăнтарать. Ял старости Г.Б.Никитин ял пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ.

   Уява йĕркелекенсем парнесем те нумай хатĕрленĕ. Кашни парни тивĕçлĕ çынна тупрĕ, кăмăлĕсене хăпартрĕ. Парнесемпе чи лайăх  хуçалăхсене тытса пыракансене, ялти чи ватă çынсемпе чи кĕçĕннисене парнесем парса чыс турĕç

   Уяв, паллах,  ташă-юрăпа илемлĕ. Шупашкартан уява пĕртăван Малинасем, "Шупашкар", "Асамлă çĕршыв" ушкăнсем, Борис Ахтимиров, Наталья Рова, Мария Григорьева, Сергей Емельянов килсе хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Ялти культура çумĕнчи «Тăванлăх» халăх фольклор ушкăнĕ те  хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç.

   Лапамра ал-ӗҫӑстисен куравне йӗркелерĕç. Унта К.Антонова, В.Афанасьева, Г.Кулакова çекĕлпе, йĕппе çыхнă тутăрсемпе, тĕрлĕрен салфеткăсем çыхнă, тĕрленĕ ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ.

   Спорт ăмăртӑвӗсем те хӗрÿ иртрĕç. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Пăшалпе тĕл перессине те йĕркеленĕ мăн токшиксем.

   Акă таврана шÿрпе шăрши те сарăлчĕ. Хӑнасемпе ял çыннисем  пурте чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхрĕç. Ăна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ. Г.Григорьева, Э.Березова, А. Иванова, Н.Евстафьев  пурне те тутлă шÿрпепе хăналарĕç.

    Уяв асра юлмалли савăк самантсем, кăмăллă тĕл пулусем парнелерĕ, çенĕ туссем тупма пулăшрĕ. Ял çыннисем çутă ĕмĕт-туйăмпа, савăк та тулли кăмăлпа уявран килĕсене саланчĕç.

 

 
 
Просмотров: 330 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar