MENU
Главная » 2018 » Ноябрь » 26 » Мăн Токшикри культура çуртĕнче Аннесен кунĕ ячĕпе концерт
10:10
Мăн Токшикри культура çуртĕнче Аннесен кунĕ ячĕпе концерт

Хаклă аннемĕрсем! Сире чи илемлĕ те чыслă уявсенчен пĕри – Аннесен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Мĕн авалтан анне сăнарĕ халăх ăслăлăхпе ,юрату,килĕшÿ, ырлăх паллисемпе çыхăнса тăрать. Амăшĕн юратăвĕ ача чунне ялан ăшă туйăм парса тăрать. Çуралса тĕрекленнĕ ачан пĕрремĕш сăмахĕ те – анне. Кашни çыншăн амăшĕн юратăвĕпе ачашлăхĕ чи хаклă туйăм пулса тăрать. Анне – тĕнчере пĕрре,вăл хăйĕн мĕн пур пурнăçне ачисемшĕн пурăнать.Кашни амăшĕ хăй ачи ăслăрах, пĕлÿллĕрех пултăр тет, вĕсем хăйсен пурнăçне тата илемлĕрех, тулăхрах та чыслăрах пурăнса ирттерччĕр тет. Хаклă аннемĕрсем,хăвăрăн пархатарлă тивĕçе чуна парса пурнăçланăшăн ирĕк парсамăр сире Аннесен кунĕ ячĕпе саламлама. Пурнăçра çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх тата ырлă х– сывлăх сунатăп.

Çак уява халаласа чÿк уйăхĕн 25 –мĕшĕнче Мăн Токшикри культура çуртĕнче ,пурне те хаваслă кулă , ырă кăмăл сунса ачасен «Шăнкăрав» фольклор ушкăнĕ концерт лартса пачĕç. Уява пуçтарăннă аннесем, асаннесем тата кукамайсем ачасене тав сăмахĕ каларĕç, тулли кăмăлпа саланчĕç.

Просмотров: 257 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar