MENU
Главная » 2017 » Июль » 24 » Мăн Токшиксем ял уявне ирттерчĕç
08:58
Мăн Токшиксем ял уявне ирттерчĕç

 

     Фоторепортаж

 Тăвантавралăхкиреккамшăнтачиилемлĕ техаклă вырăнПурте куçа илĕртет, кăмăла çĕклет, чĕрере ырă туйăм çуратать. Çăлкуçĕ  те,  йывăçсем те, урамĕ те – пурте çывăх кунта, пурте тăван. Кунтан ытла мĕн кирлĕ-ха  тата? Пурнăç çулĕ аслă çул, вăл çынна таçта та илсе çитерет, анчах тăван ял, тăван  кĕтес пире яланах хăй патне туртать.  Çын тăван тăрăхран, тăван енрен мĕн чухлĕ аякрах пурăнать, çавăн чухлĕ уншăн тунсăхлать.  Çав вăхăтрах  туслăх, тăванлăх туйăмне тата та ытларах хаклать,  хисеплет пек туйăнать мана.

 Акă,  Муркаш районĕнчи  Турай ял тăрăхне кĕрекен  Мăн Токшик ялĕнче пурăнакансем утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче ял уявне ирттерчĕç. Унччен вара ялти культура çурчĕнче ĕçлекенсем, депутатсем тата ял старости Г.Б.Никитин пуçарнипе ял çыннисем тăван тавралăха тирпей-илем кĕртессипе чылай ĕç туса ирттерчĕç: урамсене тасатрĕç, çÿп-çапа пуçтарчĕç, çăл-куçа хăтлăлатрĕç, магазинпа клуб умĕнчи лапама çулса тирпейлерĕç. Уяра вара пухăннисене Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ  И. Ю. Быркина, Муркаш райпо пĕрлешĕвĕн ертÿçи, депутатсен район канашĕн депутачĕ Б.В. Андреев, хамăр ентеш, районти тĕп больница врачĕ В.Г.Данилов, ял старости Г.Б. Никитин,  Н.А.Павлов усламçă  саламларĕç.

 Мĕн авалтан чăвашсем пысăк уявсенче ватăсене чысланă, çамрăксне пилленĕ, Ялти чи аслă çынсене, В.И.Роскидьдинпа Т.С. Чугунована  татах та нумай çул пурăнма сывлăх сунчĕç. Роман Александров, Богдан Фёдоров, Даниил Иванов пĕчĕк пепкесене ашшĕ-амăшĕ пек тăрăшуллă та маттур ÿсме сĕнчĕç, асăнмалăх парне пачĕç.

 Атте, анне – кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмахсем. Пире  аттепе анне çуратса, мĕн пĕчĕкрен юратса, ачашласа пăхса ÿстереççĕ. Вĕрентсе пырса анлă пурнăç çулĕ çине  кăлараççĕ. Ашшĕпе амăшĕн  çулталăкне халалласа ялти чи нумай çул пурăнакан мăшăра тата  чи хисеплĕ   мăшăра парнесем парса чысларĕç. Вĕсем Пётр Афанасьевичпа Юлия Иосифовна Афанасьевсен тата Валерий Филипповичпа Светлана Ниловна  Ивановсен,  юратупа килĕшĕве упраса пурăнакан мăшăрсенçемйисем пулчĕç. Çĕнĕ çемье чăмăртанă ятпа Юрăпа Светлана Поповсене  те саламларĕç.  Ырлăх-сывлăх, телей, çемье ăшши, килĕшÿ, юрату  сунчĕç.

 Уявра  мĕн ĕмĕртен ял-йышра спортпа туслисене палăртма тăрăшнă. Тупăшу-ăмăрту çамрăксем хушшинче пулнах. Спорт ăмăртăвӗсем те хĕрÿ иртрĕç. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Спорта кăмăллакансем  волейболла вылярĕç, пăшалтан тĕл перессипе ăмăртрĕç.  Волейболла вяляссипе чи матуррисем мăн шаптаксем пулчĕç, иккĕмĕш вырăнта – турайсем, виççĕмĕш вырăнта вара мăн токшиксем. Пăшалпа тĕл перессипе  арçынсенчен чи пултаруллисем О.Евстафьев, Ю.Иванов, М.Илларионов пулчĕç, хĕрсем хушшинче Е.Порфирьева, К.Тереньтева, А.Иосифова палăрчĕç.

 Уяв, паллах,  ташă-юрăпа илемлĕ.  Мăн Токшикри культура çурчĕ çумĕнчи «Тăванлăх» халăх фольклор , кÿршĕ ялти халăх ятне тивĕçнĕ «Хĕлхем» эстрада ушкăнĕсем уява килнисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç,  чăваш юрри-ташшипе тыткăнларĕç,   юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç.

 Клуб умĕнче ал-ĕç ăстисен куравне йĕркелерĕç. Унта А.Антонова, Р.Берёзова, А.Константинова, Г. Григорьева, В.Афанасьева, Г.Кулакова çекĕлпе, йĕппе çыхнă тутăрĕсемпе, тĕрлĕрен салфеткăсем çыхнă, тĕрленĕ, бисер ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. В.К.Березинпа Ю.П. Егоров çутăпа   тивĕçтерчĕç. 

 Акă таврана шÿрпе шăрши те сарăлчĕ.  Ял çыннисемпе хăнасем пурте чăваш шÿрпине çисе пăхрĕç. Г.Григорьева, Э.Березова, А.Иванова, Н.Евстафьев, А.Илларионов, А.Кузьмин  пурне те тутлă шÿрпепе хăналарĕç.

 Уява йĕркелеме спонсорсем те чылай пулăшрĕç. Вĕсем: Б.В.Андреев, В.Г.Данилов,  Ю.С.Васильев, С.Ю.Ефремов, Н.А.Павлов, В.Г.Берёзов, А.А.Игнатьев, Г.М.Ефимов, Г.Б.Никитин.  Вĕсене пурне  те ял çыннисенчен чĕререн питĕ пысăк тав.

 Уяв асра юлмалли савăк самантсем, кăмăллă тĕл пулусем парнелерĕ, çĕнĕ туссем тупма пулăшрĕ. Ял çыннисем çутă ĕмĕт-туйăмпа, савăк та тулли кăмăлпа уявран килĕсене саланчĕç. Мĕнех, ял уявĕ кашнин чун-чĕринче çунат хуштăр, пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма хистетĕр.

 

Просмотров: 406 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar