MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 17 » Масмак тĕрлеме вĕрентĕмĕр
15:35
Масмак тĕрлеме вĕрентĕмĕр

Масмак тĕрлеме вĕрентĕмĕр

 

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Трактор тӑвакансен керменĕ çумĕнчи Туслӑх керменне Республикӑри культура Çурчĕсенчи ĕçченсене пуçтарчĕç. Кунта час-часах тĕрлĕрен ал-ĕçĕсене тума вĕрентни культура ĕçченĕсемшĕн питех те пысӑк пулӑшу пулса тӑрать. Çак кун Муркаш районĕнчен эпир тӑваттӑн пултӑмӑр. Пире масмаксене вĕтĕ шӑрçасампе мĕнле тĕрлемеллине Галина Николаевна ал-ĕç ӑсти вĕрентрĕ. Питех те ӑста вĕрентрĕ вӑл. Вӑл вĕрентни пурин кӑмӑлне те кайрĕ. Кĕске вӑхӑтрах масмак мĕнле  тĕрлемеллин вӑртӑнлӑхĕпе паллашрӑмӑр. Хамӑр та вĕтĕ шӑрçасемпе çак ĕçе пикенсех хамӑр алӑсемпе тĕрлеме вĕрентĕмĕр. Ку вӑл пирĕншĕн питех те пысӑк пулӑшу пулчĕ. Çак ĕçе эпир культура ĕçченĕсем хамӑр ĕçленĕ  вырӑнĕсенче малалла аталантарма тӑрӑшӑпӑр. Пире вĕрентнĕшĕн Галина Николаевнӑпа питĕ пысӑк тав сӑмахĕ каласа уйрӑлтӑмӑр.

Çитес вĕренÿ тĕлпулӑвĕ çак керменте октябрĕн 31-мĕшĕнче пулать. Эпир унта та  вĕренме кайма шутларӑмӑр. Ун чухне кӑкӑр умне çакмалли шӑрçӑран ӑсталанӑ эрешсем тума вĕренĕпĕр.

 

      

   

 

Просмотров: 211 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar