MENU
Главная » 2018 » Ноябрь » 25 » "Мĕн тери аван - аннесем пулсан" Москакасси культура Çуртĕнче
10:27
"Мĕн тери аван - аннесем пулсан" Москакасси культура Çуртĕнче

Мĕн тери аван - аннесем пулсан

Аннесене халалласа Москакасси культура Çуртĕнче ноябрĕн 24-мĕшĕнче уяв концерчĕ хаваслӑ лару-тӑрура иртрĕ. Культура Çуртне ытларах аннесемпе асаннесем, амӑшсене саламлама паллах ачасем пуçтарӑнчĕç.

Чӑн малтанах культура Çуртне пухӑннӑ çынсене Анатолий Макаров ÿкерĕ «Анне» ятлӑ видеоролика кӑтартрĕç. Текста çырса вулаканĕ мӑшӑрĕ Вера Макарова пулчĕ. Кино хамӑр районти аннесен пурнӑçне сӑнарласа парать. Çамрӑксен пирĕн асанне-кукамайсем ĕлĕк-авал мĕнле ĕçлесе пурӑннине курма май килчĕ. 

Чаршав уçӑлсан, сцена çине Москакасси вӑтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен ачасем тухса тӑчĕç. Ачасене вĕрентекен Светлана Федоровна Желтова аннесене саламлама пĕтĕмпех чӑваш юррисемпе сӑввисене вĕрентнĕ. Музыкӑна вĕрентекен, А.В.Макаров, ачасене баянпа выляса ӑста юрлаттарчĕ.  Ачасем питех те хавхаланса шӑрантарчĕç чӑваш юррисене.

Черетлĕ номерсемпе сцена çине çак шкултах 4-мĕш класра вĕренекен ачасем тухса тӑчĕç. Вĕсене Наталия Александровна Миронова анне çинчен вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла калаçтарса, сӑвӑлласа, юрлаттарчĕ. Ачасем çав тери маттур пулчĕç сцена çинче.

Çавӑн пекех аннесене ташӑ ушкӑнне çÿрекен ачисемпе мӑнукĕсем илемлĕ ташӑсемпе хавхалантарчĕç.

Дарья Чермакова(Макарова) вокалпа нумаях пулмасть вĕрентме пуçланӑччĕ. Унӑн вĕренекенĕсем А.Столяровапа И.Афанасьева юрланӑ юрӑсене те тулли кӑмӑлпа йышӑнчĕç куракансем.

«Шуçӑм» ушкӑнĕн солисчĕсем Д.Чермакова, В.Макарова, С.Николаев тата Р.Семенов залра ларакан аннесемпе асаннесене илемлĕ юрӑсемпе тыткӑнларĕç. Чылая тӑсӑлчĕ уяв концерчĕ.

Концерт пурин чĕрине те ӑшӑ кӑмӑл парнелерĕ çак каç.

Просмотров: 278 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar