MENU
Главная » 2020 » Март » 14 » Молкачкассинчи "Пучах" пултарулăх ушкăн Катькасри Культура çуртĕнче
00:22
Молкачкассинчи "Пучах" пултарулăх ушкăн Катькасри Культура çуртĕнче

Молкачкассинчи "Пучах" пултарулăх ушкăн Катькасри Культура çуртĕнче

 

Молкачкасси клубĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Пучах» пултарулăх ушкăн (ертÿçи – Чăваш Республикин культурăн Тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова) пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Катькасри Культура çуртĕнче  илемлĕ концерт лартса пачĕ. Курма пухăннă çынсен кăмăлне Надежда Иванова, Анфиса Наумова,Татьяна Васильева, Алевтинăпа Владимир Наумовсем, Галинăпа Константин Мясниковсем  шăрантарнă çепĕç юрăсем уйрăмах кăмăла кайрĕç, чĕрисене тыткăна илчĕç. Залра ларакансенчен нумайăшĕ артистсемпе пĕрле юрларĕç – чăтса лараймарĕç. Чăваш халăх юррисем манăçа тухманни, итлекенсен кăмăлне кайни чĕререн савăнтарать. Маттурсем!

Ирина Осипова, Катькасри Культура çурчĕн ертÿçи, молкачкассисене чĕререн тухакан тав сăмахĕ каласа çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хăват сунчĕ.

 

        

        

        

        

    

Просмотров: 178 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar