MENU
Главная » 2018 » Август » 20 » Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи артистсем Пыл уявĕнче
08:56
Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи артистсем Пыл уявĕнче

Пыл Сăпасĕ - чун уççи

Оригинал

Муркаш районĕнче Пыл уявне çулсеренех чаплăн туса ирттереçĕ. Кăçалхи çул 9-мĕш хут туса ирттерчĕç Пыл Сăпасне. Палăртнă лапамра кашни ял тăрăхĕ хăйсен палаткисене вырнаçтарса лартнă. Кашни палаткăра ял тăрăхĕсенчи чи маттур та пултаруллă утарçăсем хăйсен таварне илемлĕн вырнаçтарса лартнă. Çак таварсем йĕри-тавра пыл хурчĕсем те сĕрлерĕç. Вĕсене ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарса, такмаксем каласа ташша хуçса хавхалантарса тăчĕç.

Культура ĕçченĕсем хушшинче те çак уявра хĕрÿ конкурс пулса иртрĕ. Вĕсем пыл хурчĕсем пирки тĕрлĕрен сценкăсем кăтартрĕç тата юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Вĕсене те тивĕçлĕ хак парса тухрĕç тÿресем.

Каçхине вара Муркаш район халăхне культура Çурчĕсенчи артистсем илемлĕ концертпа савăнтарчĕç. Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи артистсем Евгений Тимофеевпа Дарья Макарова хăйсен илемлĕ те çепĕç сассисемпе куракансене тыткăнларĕç.

Просмотров: 325 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar