MENU
Главная » 2018 » Август » 27 » Москакасси культура Çурчĕн артисчĕсем Етĕрне районне кĕрекен Пупăлькасси ялĕнче
14:30
Москакасси культура Çурчĕн артисчĕсем Етĕрне районне кĕрекен Пупăлькасси ялĕнче

Кÿршĕ районта - хăнара.

Оригинал

Етĕрне районне кĕрекен Пупăлькасси ялĕнче иртнĕ канмалли кун пĕтĕм халăхпа Ял уявне чаплăн туса ирттерчĕç. Пире те Москакасси культура Çурчĕн артисчĕсене çак уява йыхравларĕç. Эпир хаваспах çак уява хутшăнма кăмăл турăмăр.

Хăнасем вара таçтан та килсе çитнĕ. Самара, Пенза.Чулхула, Хусан тата ытти çĕртен те çитнĕ çак ял уявне. Хăнасене çак ялта çуралса ÿснĕ В.Л.Клементьев йыхравланă. Артистсем те таçтан та килнĕ уява. А.Уляндина, А.Московский, А.Арсентьев, Фарида тата нумай-нумай артист савăнтарчĕ халăха илемлĕ юрă-ташăпа, çав хушăрах тĕрлĕ районсенчи культура Çурчĕсем çумĕнче йĕркеленнĕ ушкăнсем те пулчĕç уявра. 11 сехетрен пуçласа мĕн каç пуличченех савăнса пăхса ларчĕç артистсен концерне çак ялти тата тавраран пуçтарăннă халăх. Хавас кăмăлпа таврăнтăмăр Пупăлькасси ялĕнчен.

Просмотров: 290 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar