MENU
Главная » 2017 » Ноябрь » 27 » Москакасси культура Çуртĕнче аннесен уявĕ иртрĕ.
13:40
Москакасси культура Çуртĕнче аннесен уявĕ иртрĕ.

       Фоторепортаж

Анне тесе эпир чĕнетпĕр,

Пире чун панă хаклă çыннăма.  

Вăл çĕр çинче пĕрре – эпир пĕлетпĕр,

Вăл пуррипе илемлĕ чунăма!

      Аннесен уявне çулсеренех чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал çак уява Москакасси культура Çуртĕнче шăпах çак кун паллă туса ирттертĕмĕр.

      Асăннă вăхăта культура Çуртне чĕннĕ хăнасем, куракансем самаях пуçтарăнчĕç.Савăнăçлă уяв пуçланиччен залра илемлĕ кĕвĕ янăраса тăчĕ. Аннесене саламласа культура ĕçченĕсем ятарласа презентаци те хатĕрленĕ.

      «Шураппа» пултарулăх ушкăнĕ уяв каçне илемлĕ юрăсемпе уçрĕ.

      Ертсе пыракан сцена çине Муркаш район администрацинчен килнĕ О.В.Тимофеевăна тата Москакасси ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçине В.И.Беспаловăна йыхравларĕ. О.Тимофеева асанне-аннесене район администрацийĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çемьере килĕшÿ те тату кăна сунчĕ. В.Беспалова та пурне те ăшшăн саламласа залра ларакан аннесене илемлĕ юрă парнелерĕ.

   Çак уява кăçалхи çул «Колокольчик» ача-пăча сатĕнче вăй хуракансене: Н.Ю.Волкована (ертÿçĕ, 2 ача амăшĕ), Н.Г.Киршевана (воспитатель, 3 ача амăшĕ), Г.А.Алексеевана (воспитатель, 4 ача амăшĕ тата 6 мăнуккан асанне) тата тивĕçлĕ канăва тухнă Г.Ф.Тимофеевана (3 ача амăшĕ, 6 хут асанне), Москакасси вăтам шкулĕнче  поварта  вăй хуракан  Р.М.Яковлевана (10 ача амăшĕ,12 хут асанне), О.Н.Столярована (биологипе вĕрентекен, 2 чача амăшĕ, виççĕмĕшне кĕтеççĕ) тата Москакасси ял тăрăхĕнче нумай çул хушши секретарь пулса ĕçленĕ В.А.Столярована (3 ача амăшĕ, 6 хут асанне) йыхравларăмăр.

       Вĕсем пурте нумай çул хушши ĕçре хăйсене лайăх енчен кăна кăтартма пултаракан тата обществăлла ĕçсене хаваспах хутшăнакан  Амăшĕсем. 

      Ертсе пыракан сцена çине улăхнă аннесемпе ăшшăн калаçу ирттерчĕ. Кашни аннепе калаçнă хушăра, аннесем çинчен хатĕрленĕ презентацине залра ларакансем интересленсех  пăхрĕç. Тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравсем пачĕç аннесем. Итлеме питех те кăмăллă пулчĕ вĕсем каласа панине. Пурнăçра пулса иртнĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă пирки те, телейлĕ те хаваслă пулăмсем пирки, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă пирки те пĕлчĕç çак уяв каçне пухăннисем.

    Уяв тăршшĕпех «Шураппа» пултарулăх ушкăнĕпе (илемлĕх ертÿçи Н.Кондукторова), Е.Тимофеев  аннесене илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

      Уява йыхравланă Аннесене Москакасси ял тăрăхĕ ячĕпе тав çырăвĕсем тата асăнмалăх парнесем парса чыс турĕç. Ачисем, мăнукĕсем тата ĕçтешĕсем те аякка тăрса юлмарĕç, вĕсем те илемлĕ чечек çыххисемпе,парнесем пе уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

     «Шураппа» ушкăнне çÿрекен аннесем те парнесĕр юлмарĕç. Вĕсене те ял тăрăхĕ ячĕпе парнесем парса чысларĕç. Çак ушкăнăн ертÿçи С.Ершова хăйсен ячĕпе залра ларакан асанне-аннесене халалланă илемлĕ сăвă йĕркисемпе саламласа, пурнăçра ыррипе кăна пурăнмалла пултăрччĕ терĕ.

        Ăшă кăмăлпа  иртсе кайрĕ илемлĕ уяв каçĕ. Çакăн пек уявсем йĕркелесе панишĕн, культура ĕçченĕсене тав туса, килĕсене туллии кăмăлпа хавхаланса саланчĕ  куракан.

Просмотров: 331 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar