MENU
Главная » 2017 » Апрель » 1 » Москакасси культура Çуртĕнче кулӑш куне халалласа «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ интереслĕ те илемлĕ концерт ял халӑхне парнелерĕ.
18:31
Москакасси культура Çуртĕнче кулӑш куне халалласа «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ интереслĕ те илемлĕ концерт ял халӑхне парнелерĕ.

        Фоторепортаж

        Москакасси культура Çуртĕнче кулӑш куне халалласа «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ интереслĕ те илемлĕ концерт ял халӑхне парнелерĕ. Асӑннӑ вӑхӑтра культура Çурчĕ юрра-ташша, шÿте юратакансемпе тулчĕ.

    Чаршав уçӑлсан, куракансем умнее ертсе пыракан, ҫав хушӑрах шÿтлеме юратакан Прасковья Лебедева тухрĕ. Залра ларакансене уяв ячĕпе тата концерта курма килнĕ ятпа ӑшшӑн тав туса концерта пуçлама ирĕк ыйтрĕ.

      «Шуçӑм» ушкӑн çак каç халӑх умне 5 юрӑпа ташӑ кӑшӑлпе, тĕрлĕрен илемлĕ ташӑсемпе, шÿтсемпе куракансене тыткӑнларĕç. Уйрӑммӑн юрлакансене Раиса Олангинана, Евгений Тимофеева тата Мария Кораблевана тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Пĕр мӑшӑр Тимофеевсем юрлани пурин кӑмӑлне те уçрĕ.

      Арçынсен ушкӑнĕ «Дело было в Пенькове» юрра юрланине сывламасӑр итлерĕç залра ларакансем. Кашнин куçĕ умнее çак кинори Матвейӑн сӑнĕ тухса тӑчĕ тейĕн. Юрласа пĕтерсен чылайччен сцена çинчен ямарĕç çак маттур артистсене.

    Паллах, уяв каçне кулӑш куне халалланӑ пулсан, мĕнле-ха шÿтсĕр пулать концерт программи. Кашни номер умĕнех П.Лебедева куракансене тута хупма ирĕк памарĕ, култарчĕ те култарчĕ хӑйĕн шÿчĕсемпе халӑха. Икĕ сехете яхӑн куракансене тутлӑ «хӑйма» çитерчĕ пирĕн шÿтçĕ.

         Чӑннипех те пысӑк парне пулчĕ çак каç куракансемшĕн.

     Муркаш районĕнче ирттернĕ «Чечеклен, юратнӑ Муркаш Ен!» фестиваль – конкурсӑн çĕнтерÿçисене çак каç культура Çурчĕн ертÿçи, районти культура пайĕ ячĕпе дипломсемпе тата парнесене парса халӑх умĕнче чыстурĕ.

     Ку вара, артистсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ тĕрлĕ номинацисенче 7 диплом тата парнесене тивĕçрĕ. «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ те диплома тивĕçрĕ. Юлашкинчен куракансемпе шÿтлĕ лотерея вылявĕ те ирттерчĕç. Курма килекенсем чылайӑшĕ килĕсене парнесемпе таврӑнчĕç. Паллах, парнесем хушшинче шÿтлĕ япаласем те пулчĕç.

   Концертпа çав тери кӑмӑллӑ юлчĕç Мосакасси тӑрӑхĕнче пурӑнакансем. Киле каиччен,артистсене тав сӑмахĕсем каласа, малашне те пысӑк ӑнӑçусемпе ĕçлесе пыма телей сунчĕç.

Просмотров: 406 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar