MENU
Главная » 2019 » Август » 27 » Ниппони профессорĕ Ярапайкассинче пулчĕ
15:45
Ниппони профессорĕ Ярапайкассинче пулчĕ

Ниппони профессорĕ Ярапайкассинче пулчĕ

 

Ĕнер, 2019 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче, чăваш халăхĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе инçетри Ниппон (вырăсла – Япони) çĕршывĕнчен килнĕ Синджиро Казама профессор Муркаш тăрăхĕнчи Ярапайкассинче пулса курчĕ. Вăл Токиори ют чĕлхесен университечĕн (Tokyo University of Foreign Studies) профессорĕ, юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе, халăх сăмахлăхĕпе тата йăли-йĕркипе кăсăкланать.

«Чи малтанах танлаштаруллă тĕпчев пире хамăрăн ниппон халăхĕн аваллахĕпе кăсăкланакансене кирлĕ», - тет вăл.  Аса илтерер: ăсчахсем чăваш халăхĕ алтай халăхĕсен йышне, тĕрĕк халахĕсен тăванлăхне кĕрет тесе шутлаççĕ. Çав йыша тата монгол, тунгус-маньчжур халăхĕсемсĕр пуçне корей тата ниппон халăхĕсем те кĕреççĕ текен гипотеза пур. Алтай халăхĕсен йышĕпе Урал чĕлхисен йышĕ (финн-угор тата самоди чĕлхисем) тăванлă пулнăшухăш та пур. Тĕрĕссине каласан, Алтай халăхĕсен йышне халлĕхĕ сахал тĕпченĕ-ха, çĕрçинче пуринчен ытла Индипе Европа чĕлхисене тĕпченĕ (унта славян чĕлхисем те кĕреççĕ).

Ярапайкассинче Синджиро Казама профессор чи малтанах Лида акипе тĕлпулчĕ (Александрова Лидия Даниловна). Вăл, 1936 çулта çуралнăскер, паян кунчченех алĕçне пăрахмасть, пир тĕртет. Йăмăкĕ Димитриева Венера Даниловна, шăллĕ Сорокин Петр Данилович, йăмăкĕн хĕрĕ Димитриева Галина Михайловна тата ыттисем пулăшнипе, Лида аки пир хатĕрĕсене ăнлантарса пачĕ, пир çапса кăтартрĕç. Вĕсем тата Паргеева Фея Фадеевна, Андреева Валентина Ивановна, Сорокина Галина Георгиевна, Паргеева Манефа Илларионовна, Горшкова Тамара Викторовна, Лоцманова Майя Андреевна тата ыттисем те хăнана чăвашсен туй-çуй, салтак ăсат уйăли-йĕркипе, юрăсемпе, чăваш тумĕпе, алĕçсемпе паллаштарчĕç. Чăвашăн тĕрлĕ апат-çимĕçне вара тутансах пăхма май пулчĕ.

Инçентрен килнĕ хăнана Лида аки тĕртнĕ алшăлли тата пир тăрăхĕ парнелерĕ. Казама сан та парăмра юлмарĕ, Ниппон çĕршывĕнчен илсе килнĕ канĕхветпе хăналарĕ, хăйсен çĕршывне сăнлакан ÿкерчĕксем асăнмалăх пачĕ.

P.S. Аса илтеретпĕр. Муркаш районĕнчи Ярапайкассинче пир тĕртнине  2017  çулхи çу уйăхĕнче Чăваш телевиденийĕ  те ÿкернĕччĕ.    Ăна çак каçăпа курма пулать.

 

      

      

      

      

      

      

      

 

Просмотров: 267 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar