MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 28 » Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланчĕç.
19:34
Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланчĕç.

     Фоторепортаж

   Сисĕнмесĕрех тепĕр çулталак иртрĕ. Акá часах Автан çулĕпе сыв пуллашатпáр. Çавна май Оринин ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем пуçланчĕç.  Ĕнер, раштав уйàхèн 27-мèшèнче, Орининти  культура Çуртĕнче çак ял тăрăхĕнчи тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем  йышлăн пухăнчĕç. Çĕнĕ çул уявĕсем çултан çул хаваслăрах та интереслĕрех иртеççĕ кунта. Ĕнерхи уявра та çакá палáрчĕ. Кунта паллах, Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçин В.И Вязовăн тỳпи питĕ пысăк.

   Уява пухáннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.В.Бардасов, Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи В.И Вязов Çĕнĕ çул уявĕ ячĕпе  хèрỳллèн саламларĕç, нумай çул çирĕп сывлáхпа пурáнма, килĕшỳпе юрату,  тулáх пурнáç, çĕнĕ ăнăçусем тума  сунчĕç. Обществăлла ĕçре хастаррисене, ял тăрăхне аталантарассишĕн чунтан тăрăшакан ветерансене (М.А.Просова, Д.А.Димитриевáна, Е.Ф.Никитинáна, Г.И.Варфоломеевáна) тав çырáвĕсем парса чысларĕç. Çавáн пекех ветерансене саламлама районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.А.Аникинáпа РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи уйрáмĕн пуçлáхĕ И.А.Гришина килсе çитрĕç. Çывхарса килекен уявсемпе саламланá хыççáн вĕсем уява хутшáнакансене кáсáклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç, кирлĕ сĕнỳсем пачĕç.

    Уяв программи питĕ хаваслá та интереслĕ иртрĕ, тĕрлĕ ташá юрáсемпе пуян пулчĕ. Ảна В.А.Васильева, Чáваш Республикин культурáн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, культура Çурчĕн ертỳçи ертсе пычĕ. Хáйĕн çепĕç сассипе куракансене тыткáнларĕ. Йытá çури, чикансен  костюмĕсене тáхáннá культура ĕçченĕсем (Е.Захарова, Р.Быкова, А.Налимова) пурин кáмáлне те  çĕклеме пултарчĕç, савáк кáмáл парнелерĕç. Хĕл Мучипе (Аркадий Андреев – Чáваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ) Юрпике пурне те чăрăш тавра карталанса юрăсем юрлаттарчĕç, ташăсем ташлаттарчĕç пылак кучченеçпе хǎналарĕç, лотерей билечĕ те выляттарчĕç. Уява хутшáнакансене «Орин ен» ветерансен халăх хорĕ (ертỳçи – В.М.Александров Чáваш Республикин культурáн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, çĕнĕ юрáсем парнелерĕ.  Оринин халăх театрĕн çамрáк артисчĕсем (А.Блиновáпа К.Андреева) вара куракансене Петр Осипов çырнă  «Икĕ каччăн пĕр шухăш» камитри сыпăка выляса пачĕç. Мáн Сĕнтĕр райповĕн Тереç лавккин ĕçченĕ - Т.Г.Михайлова пурне те тутлá кукáль-çимĕçĕпе тивĕçтерчĕ.

    Уява хутшáнакансем çак уява йĕркелекенсене тав сăмахĕсем каларĕç, малашне те çавăн пек уявсем пуласса шанса тулли кăмǎлпа килĕсене саланчĕç.

   Уява ирттерме пулăшнăшăн «Оринино» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçине - Ю.Н.Шишокина, Н.А. Кожевникова  тав сăмахĕ калатпăр. Пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. 

 

Просмотров: 499 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar