MENU
Главная » 2016 » Февраль » 5 » Орининта «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» конкурс-фестивалĕ иртрĕ
10:52
Орининта «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» конкурс-фестивалĕ иртрĕ

   Фоторепортаж

  Районта  çулсеренех  иртекен «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» конкурс  фестивалĕ старта тухрĕ.  Кăçал ăна  Раççейри Кино çулталǎкне тата республикǎри Ĕç çыннин çулталǎкне халалланă. Нарǎс уйăхĕн 3-мĕшĕнче  эстафетăна  Оринин ял тăрăхне кĕрекен художество пултарулăх ушкăнĕсем  йышăнчĕç.

   Палǎртса хǎвармалла, концерт умĕн Оринин ял тǎрǎхĕн пуçлǎхĕ А.С. Волков тухса калаçрĕ. Вǎл Оринин ял администрацийĕн  иртнĕ çулхи ĕç-хĕлĕпе, экономикǎпа социаллǎ пурнǎç аталанǎвĕн итогĕсемпе, умра тǎракан задачǎсемпе паллаштарчĕ. Çавǎн пекех район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ А.В. Краснов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.А.Калинин та куракансен умне тухса калаçрĕç, смотр-конкурса хутшǎнакансене вара ǎнǎçу сунчĕç.

   Орининти культура çуртне пухǎннисем ку хутĕнче «халăх»  ятне тивĕçнĕ «Орин ен» - ветерансен халăх хорĕн (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Александров), «Шуракăш» юрăпа ташă халăх ансамблĕн ташǎ ушкǎнĕн (ташшисене лартаканĕ-Ирина Петрова),  Мулкачкасси клубĕ çумĕнче йĕркелленнĕ «Пучах» (ертўçи - Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова) тата Атапай клубĕнче  йĕркелленнĕ «Сурпан» (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Родион Петров)  ушкăнсен пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Муркашран ятарлă комисси те палăртнă вăхăта килсе çитрĕ.

   Пултарулăх коллективĕсем курма килнĕ çынсене  концертăн çĕнĕ  программипе паллаштарчĕç. Концерт программи тĕрлĕ юрǎ-кĕвĕпе, ташǎсемпе, шÿтсемпе пуян пулчĕ. Куракансем вара кашни коллективах ăшшăн кĕтсе илчĕç, тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарчĕç.

   Александр Сергеевич курава пĕтĕмлетнĕ май,  Оринин ял тăрăхĕнчи артистсене тав сǎмахĕ каларĕ, малашне те куракансене хăйсен пултарулăхĕпе  савăнтарма вǎй-хǎват, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

Просмотров: 344 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar