MENU
Главная » 2016 » Сентябрь » 25 » Открытие творческого сезона "Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?"
14:43
Открытие творческого сезона "Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?"

Фоторепортаж

Кӗркуннен пӗлӗтлӗ çанталӑкӗ тата шалкам çӑвакан сивӗ çумӑрӗ йӑлӑхтарчӗ ял çыннине. Пахчари ӗçсене те вӗçлеймен-ха. Паян вара хӗвеллӗ те ӑшӑ çу кунӗ иртсе кайман пек. Пурте пахчари ӗçе пикеннӗ: кам çӗр улми, кам кӑшман е кишӗр кӑларать. Каçчен тем ӗçлеме май пур. Кунӗпе ӗçлесе ывӑннӑ халӑх ялти клуба васкарӗ. Паян Токшик клубӗнче «Ӗмӗр пӗрле пурнар-и?!» ятпа хатӗрленӗ пысӑк концерт пулать-çке. Концерта Мӑн Токшикри халӑх ятне тивӗçнӗ «Тӑванлӑх» фольклор тата Тойкилтӗри «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. Епле курмасӑр юлас - артистсем çӗнӗ концерт сезонне уçаççӗ.

   Концерта «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ пуçларӗ. Уяв каçне ертсе пыракан Евстафьева Ю.Н. чунӗпе чӑн-чӑн чӑвашлӑха парӑннӑскер хӑйӗн çепӗç сассипе епле илемлӗн çыхӑнтарчӗ концерт программине. Чӗререн тухакан кашни юрӑ куракансен чунне тыткӑнларӗ. Малалла концерта «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тӑсрӗ. Вӗсем хӑйсен программине «Чунӑмри чечек» ятпа йӗркеленӗ, çавӑнпа та и тен вӗсен юррисем ытларах çӗр çинчи чи черчен туйӑм – юрату çинчен пулчӗç.

    Епле илемлӗ вӑл чӑваш юрри – чуна йӑпатать, хӗвел пек ӑшӑ туйӑм çуратать, пурӑнма вӑй-хал парать. Çакӑ вӑл куракансен сӑн-питӗнче палӑрчӗ, кашни юрӑçа вӗсем тӑвӑллӑн алӑ çупса хавхалантарчӗç. Куракансене юрӑçсем телей, ӑнӑçу, юрату, çирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-çул сунчӗç, ӗмӗр пӗрле килӗштерсе пурӑнасса шантарчӗç.

Просмотров: 403 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar