MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 5 » Пĕрлĕх кунĕ пурин чунне те уçрĕ
11:45
Пĕрлĕх кунĕ пурин чунне те уçрĕ

Пĕрлĕх кунĕ пурин чунне те уçрĕ

 

Москакасси культура Çуртĕнче ноябрĕн 4-мĕшĕнче анлă та савăнăçлă уяв пулса иртрĕ. Çак савăнăçлă уява Москакасси çыннисем тата хăнасем икĕ сăлтавпа пухăнчĕç.

Уяв пуçланиччен малтан сенкер экран çинче Пĕрлĕх кунне халалланă тата Москакасси ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертӳçи Вера Ивановна Беспалова пирки видеороликсем пăхса паллашрĕç культура Çуртне пухăннисем. Юбилярăн кун-çулĕ пирки К.П.Сорокина çав тери илемлĕ стенд туса хатĕрленĕ. Культура Çуртне пухăннисем çак стенд çине пăхмасăр  иртсе каймарĕç. Ачалăхран пуçласа паянхи кунчченхи пурнăç куç умĕнче пулчĕ.

Асăннă вăхăтра сцена çине Галина Голубева ертӳçĕ тухрĕ. Уява пуçтарăннă халăха Пĕрлĕх кунĕ ячĕпе саламларĕ, унăн историйĕпе кĕскен паллаштарнă хыççăн Вера Макарова юрăçа сăмах пачĕ. Вăл залра ларакансене çак пĕлтерĕшлĕ уява пуçтарăннă ятпа ăшшăн саламласа тав турĕ, «Россия» юрăна илемлĕн те мăнаçлăн шăрантарчĕ.

«Паянхи кун çакăнта пуçтарăнма тепĕр пысăк сăлтав та пулчĕ пирĕн»,- терĕ ертӳçĕ. «Вера Беспалован сумлă юбилей -80 çул»,-тесе юбиляра сцена çине улăхма ыйтрĕ. Юбилярăн анлă та çăмăлах мар кун-çулĕ пирки уява килнисене кĕскен паллаштарчĕ.

Чăн малтанах юбиляра «Шураппасем» саламларĕç. Кашниех саламлă сăмахсем каласа парнесем тыттарчĕç, илемлĕ юрă шăрантарчĕç.

Сумлă юбиляра саламласа Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н.Тимофеев, Муркаш район культура пайĕн ертӳçи Л.А.Рыжкова, Москакасси ял тăрăхĕн ертӳçи Д.В.Кириллов ячĕсемпе тав çырăвĕсемпе парнесем парса чыс турĕ ертӳçĕ. Москакасси вăтам шкулĕнчи вĕрентекенсем И.А.Иванов директорпа сцена çине улăхса, Вера Беспалована сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа парнесем тыттарчĕç, илемлĕ юрă шăрантарса юбиляра савăнтарчĕç.

Салам хыççăн салам йышăнчĕ юбиляр. Кам кăна саламламарĕ пулĕ ăна. Саламлакансем пурте юбиляр патне ăшă кăмăлпа килни куç-кĕретех пулчĕ. Кашни салам хыççăн илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç артистсемпе килнĕ хăнасем. Уява килнĕ кашни хăна артист пулчĕ çак кун. Чылая тăсăлнă уяв куç тулли иртсе кайрĕ.

Юлашкинчен тулли уяв кĕрекине пуçтарăнчĕç килнĕ хăнасем. Кĕреке хушшинче те ăшă сăмахсем кăна каларĕç килнĕ хăнасем. Çак уява йĕркелекенсене юратнă ачисем, хăнасем пысăк тав сăмахĕсем каларĕç. «Чăннипех те пирĕн чуна уçрăр», - терĕç киле каяс умĕн культура Çурчĕн ĕçченĕсене килнĕ хăнасем, ял-йыш.

 

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

Просмотров: 223 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar