MENU
Главная » 2017 » Ноябрь » 3 » Пĕрлĕх кунĕпе – туслӑх концерчĕ.
14:00
Пĕрлĕх кунĕпе – туслӑх концерчĕ.

         Фоторепортаж

    Халӑх пĕрлĕх кунне, ноябрĕн 4-мĕшĕнче уявлама, 2004 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Патшалӑх Думинче çĕнĕ закон проектĕнче вӑя кĕртнĕ. 2005-мĕш çултан пуçласа пур çĕрте те çак уява савӑнӑçлӑ лару-тӑрусенче уявлама пуçланӑ.

       Эпир те, çак уява çулсеренех паллӑ туса пыма тӑрӑшатпӑр. Москакасси культура Çуртĕнче çак савӑнӑçлӑ уява ноябрĕн 3-мĕшĕнче туса ирттертĕмĕр. Пирĕн пата хӑнана Шупашкарти «Салют» керменĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Вольница» какзаксен халӑх пултарулӑх ушкӑнĕ килсе çитрĕ. Çак ушкӑн хӑйĕн илемлĕ те пуян концерчĕпе куракансене икĕ сехет хушши савӑнтармаллипех савӑнтарчĕ. Программӑра казаксен, вырӑссен илемлĕ юрри-ташшисем пулчĕç.

     Ертсе пыракан В.Алексеева Пĕрлĕх кунĕ ячĕпе саламласа, унӑн истогрийĕ пирки залра ларакансене тĕплĕн каласа пачĕ. Художествӑ пултарулӑх ертÿçи, Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Н.А.Алексев аллинчи баянĕ вылянса кӑна тӑчĕ. Хорпа пĕрле хӑй те юрӑсене шӑрантарчĕ кӑна. Арçынсен ушкӑнĕ пурне те казак юррисемпе ларакансене тыткӑнламаллипех тыткӑнларĕ.

     Куракансем кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Çак ушкӑнӑн концерт программине «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн хĕрĕсем ташӑсемпе илем кÿчĕç.

        Пурин кӑмӑлне те тивĕстерме пултарчĕç Шупашкар артисчĕсем. Коцерт вĕçленсен, залра ларакансем ура çине тӑрса, чылайччен алӑ çупса хавхалантарчĕç артистсене.

        Çак пултаруллӑ ушкӑна ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов ячĕпе, тав çырӑвĕ парса чыс турĕç.

       «Колокольчик» ача сачĕнче музыкӑпа вĕрентекен В.С.Макарова, çакӑн пек пуян та илемлĕ концертшӑн артистсене тав сӑмахĕ каларĕ, пĕрлĕх кунĕ ячĕпе саламларĕ. Татах çакӑн пек концертсемпе килсех тӑма йытрĕ.

       Юлашкинчен хӑнасене тулли кĕрекене лартса, тутлӑ апат - çимĕçсемпе чейпе хӑналаса ячĕç культура ĕçченĕсемпе ял халӑхĕ. Çакӑн пек кĕтсе илнишĕн, артистсем чунтан тав туса, тулли кӑмӑлсемпе Шупашкаралла çул тытрĕç. Татах килме шантарчĕç Москакассисене.

Просмотров: 387 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar