MENU
Главная » 2016 » Ноябрь » 8 » Пĕрлĕх кунне – çавра сĕтел хушшинче
10:28
Пĕрлĕх кунне – çавра сĕтел хушшинче
Пĕрлĕх кунĕнче «Шураппа» ушкӑнне çÿрекенсем пĕрин хыççӑн тепри Москакасси ял библиотекине пуçтарӑнчĕç.
 
Пуçтарӑнма сӑлтавĕ те пулчĕ çав. Çак кун шӑпах «Шураппа» ушкӑнне çÿрекен В.И.Беспалован çуралнӑ куне паллӑ тума пухӑнчĕç кинемейсем.

77 çул тултарса 78 çула кайрĕ хисеплĕ те сумлӑ В.Беспалова. Кашниех тутлӑ апат – çимĕç пĕçерсе килнĕ уяв ячĕпе.

Чӑн малтанах библиотека ертÿçи, Любовь Ванюшкина, пурне те Пĕрлĕх уявĕ ячĕпе саламласа,яланах çапла пĕрле пуçтарӑнса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурӑнма телей сунчĕ.

Çуралнӑ кун ячĕпе Вера Беспалована фольклор ушкӑнĕн ертÿçи С.Н.Ершова вӑрӑм кун – çул, телей, килĕшÿ те тату сунчĕ, яланах çапла пĕр çемьери пек килĕштерсе пурӑнасчĕ,- терĕ.

Уяв ячӗпе юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ «Шураппасем», тутлӑ апат-ҫимӗҫсемпе сӑйланчӗҫ.

Чӑнах та çак ушкӑн тӑватӑ çул хушши пĕр çемьери пек килĕштерсе пурӑнать. Вĕсем савӑнӑçне те хуйхине те пĕрле пайлаççĕ. Çавӑнпах пулĕ ĕнтĕ Муркаш, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенчи культура Çурчĕсенче 100 концерт ытла пама пултарчĕç. Çав вӑхӑтрах Муркаш районĕнче, Республикӑра иртекен фестивальсене те хутшӑнма тивĕçрĕç.

Чӑннипех те пĕр çемьери пекех килĕштерсе пурӑнать çак пултаруллӑ ушкӑн. Малашне те вĕсене юрӑ-ташӑ тӗнчинче ӑнӑçу кӑна сунас килет.

Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева.

Просмотров: 400 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar