MENU
Главная » 2018 » Июль » 13 » Пĕтĕм ял-йышпа – Питрав уявĕнче.
08:55
Пĕтĕм ял-йышпа – Питрав уявĕнче.

      Фоторепортаж

   Ахмане сали пысӑках мар ял пулин те, кунта пурӑнакан çынсем çав тери маттур та пултаруллӑ. Кашни çулах кунта Питрав уявне тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Уява кĕтсе кашни хуçалӑх умĕнчех тирпей-илем кĕртме тӑрӑшаççĕ. Хӑнасене кĕтсе илме аслӑ Питрав уяв кунĕнче ир-ирех килсерен вĕри шÿрпе, кукӑль-çӑмах пĕçереççĕ. Кӑпӑклӑ сим-пыл сӑрине малтанах вĕретсе хураççĕ.

    Кӑçал çанталӑкĕ те уяв кунĕнче çав тери илемлĕ тӑчĕ. Асӑннӑ вӑхӑтра Ахмане салинче вырнаçнӑ лавкка умĕнче хаваслӑ кĕвĕ янӑрарĕ. Ачасене кĕтсе батутчĕ те хатĕр пулчĕ, Мӑн Сĕнтĕр райповĕнчи «Илем» кафе хĕрĕсем шашлык, тутлӑ кукӑль-çӑмах, пылак шыв хатĕрлерĕç. Ачасене тĕрлĕрен теттесем куçа илĕртсе тӑчĕç. Çак ялтах пурӑнакан Валентина Михайлова ачасене лаша çинче ярӑнтарса хавхалантарчĕ. З.Степановӑпа С.Николаева пухӑннисене пурне те сим-пыл сӑрапа сӑйларĕç.

      Уява Муркаш район администрацинчен килнĕ экономика пай пуçлӑхĕ - О.В.Тимофеева уçрĕ. Уява пухӑннӑ пĕтĕм ял халӑхне тата килсе çитнĕ хӑнасене çак пысӑк уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, малашне те пĕр килти пек килĕштерсе пурӑнма, уявсене тата та вӑйлӑрах та илемлĕрех туса ирттерме ӑнӑçу сунчĕ. Ахмане салинчи депутат - Э.Воробъев тата çак ял старости П.Волков пурне те уяв ячĕпе саламлӑ сӑмахсем каларĕç, 2017-2018 мĕш çулсенче мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. «Пирĕн вӑй –пĕрлĕхре!»,- терĕç юлашкинчен.

      Уяв программине илемлетме Оринин ял тӑрӑхĕнчи Мулкачкассинчи культура Çурчĕ çумĕнчи «Пучах» тата Катькассинчи культура Çурчĕ çумĕнчм «Çӑлкуç» пултарулӑх ушкӑнĕсем килсе çитрĕç. Вĕсен пултарулӑхне пӑхса ял халӑхĕ киленсе те савӑнса ларчĕ. Артистсене ӑшшӑн алӑ çупса саламларĕç.

     Çавӑн пекех Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Эчкерен çӑлтӑрĕсм» эстрада ушкӑнĕ пурне те ура çине тӑратса ташлаттарма пултарчĕ. Кашни артистах тӑвӑллӑн алӑ çупса саламласа ура хуçса ташларĕç.

       Концерт пынӑ хушӑрах çамрӑксене тĕрлĕрен конкурсене йыхравласа выляттарма пултарчĕç йĕркелÿçĕсем. Кӑмӑл тӑвакансем хаваспах хутшӑнчĕç. Лотерея вылявĕ те туса ирттерчĕç уявра.

       Юлашкинчен пурне те дискотекӑна чĕнчĕç. Ташлама кӑмӑл тӑвакансем пурте ура çине тӑрса илемлĕ кĕвĕ çеммипе ташӑ картине карталанса тӑчĕç. Ывӑничченех ташларĕ уява пухӑннӑ халӑх.

        Пер сӑмахпа каласан, питех те кӑмӑллӑ иртрĕ уяв.

 

Просмотров: 345 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar