MENU
Главная » 2019 » Август » 19 » Пĕтĕм халӑх пыл уявĕнче
10:45
Пĕтĕм халӑх пыл уявĕнче

Пĕтĕм халӑх пыл уявĕнче

 

Августӑн 16-мĕшĕнче çанталӑк çумӑрлӑ тӑнине пӑхмасӑрах Муркаш район халӑхĕ Муркаша пыл уявне пуçтарӑнчĕ. Ял тӑрӑхĕсенчен килнĕ ĕçченесемпе культура ĕçченĕсем тӑрӑшсах палаткӑсене пыл сӑпасне халалласа илемлетсе вырнаçтарчĕç. Палаткӑсенче пыл ӑстисем те хӑйсем хатĕрленĕ пылĕсене тирпейлĕн лартса тухрĕç. Çав хушӑрах аслати те, çумӑрĕ те витререн тӑкнӑ пекех çурĕ. Çапах та пуçтарӑннӑ халӑх уявран саланма шутламарĕ. Палӑртнӑ вӑхӑталла çумӑрĕ те çума пӑрахрĕ. Муркаш салинче вара савӑнӑçлӑ уяв пуçланчĕ. Уява курма килнисем çак кун пылне те, икерчине те, кукӑль-çӑмахне те, сим пыл сӑрине те астивме пултарчĕç. Чи пултаруллисене тÿресем пӑхса тухнӑ хыççӑн тав çырӑвĕсемпе тата парнесем парса чысларĕç. Эпир те Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе пыл сӑрипе уява тухма кӑмӑл турӑмӑр. Иртен-каяна пурне те пылпа çÿхи тата сим-пыл сӑрапа хӑналарӑмӑр. Пурте тав сӑмахĕсем каласа кӑмӑлласах тутанĕç пирĕн çимĕçсене. Тутлӑ сӑра тунӑшӑн тав çырӑвне те тивĕçрĕмĕр. Чылая тӑсӑлчĕ уяв. Паллах, уява районти чи пултаруллӑ культура ĕçченĕсем хӑйсен илемлĕ ташши-юррисемпе илем кÿчĕç. Çавӑн пекех Муркаш район халӑхне Çармӑç республикинчен килнĕ пултаруллӑ артистсем те  кӑмӑлĕсене çĕклесе хӑварчĕç.

Чылая тӑсӑлчĕ Пыл сӑпас уявĕ. Уяв чӑннипех те илемлĕ те хаваслӑн иртрĕ.

 

Просмотров: 212 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar