MENU
Главная » 2018 » Май » 9 » Пĕтĕмлетÿ уяв концерчĕ.
12:40
Пĕтĕмлетÿ уяв концерчĕ.

     Аслӑ Çĕнтерÿ кунне халалласа, Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем, майӑн 8-мĕшĕнче кӑнтӑрла палӑк умĕнче савӑнӑçлӑ лару-тӑрура уяв туса ирттернĕ хыççӑн, каçхине культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. Пуçтарӑнма сӑлтавĕ те пулчĕ. Кӑçалхи çул, Муркаш районĕнче, Республика, Раççей тата тĕрлĕ халӑх хушшинче туса ирттернĕ фестиваль – конкурсен çĕнтерÿçисен пысӑк концерчĕ пулчĕ. Паллах, çак конкурсен çĕнтерÿçисем, Москакасси культура Çуртĕнчи пултаруллӑ артисчĕсем пулчĕç. Культура ĕçченĕсем тӑрӑшнипе, концерта Аслӑ Çĕнтерÿ кунне халалласа туса ирттерчĕç.

    Ертсе пыракан малтанах пухӑннисене Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 73 çул тултарнӑ ятпа ӑшшӑн саламларĕ. Аслӑ ӑрури асннесене çак çĕнтерĕве çывӑхлатас тесе, тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр вӑй хунӑшӑн, чунтан тав турĕ. Аслӑ вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ паттӑр салтаксене асӑнса, пĕр минутлӑх шӑпланма ыйтрĕ.

    Концерт программине Муркаш районĕнче ирттернĕ «Юратсан, юрлас килет!» IIстепенлĕ çĕнтерÿçи Женя Рыжкова «Весенняя капель» юрӑпа уçрĕ. 2-мĕш класра вĕренет пулин те, Женя хӑйне сцена çинче чӑн-чӑн артист пек тытма пултарчĕ. Хӑйĕн çепĕç сассипе пурин чунне те çĕклеме пултарчĕ çамрӑк артистка. Ун хыççӑн сцена çине чӑн-чӑн салтак пек Арсений Тимофеев çирĕппĕн утса тухса, «Шли солдаты на войну! юрра çирĕппĕн те витĕмлĕн юрларĕ. Шӑпах ĕнтĕ, çак юрӑпа вӑл, районта ирттернĕ «Я Помню! Я Горжусь!» фестиваль-конкурсра Iстепенлĕ диплома тата кубока тивĕçрĕ. Сцена çине Москакасси ял тӑрӑхĕнче ирттернĕ 2- мĕш фестиваль-конкурсӑн «Алло, эпир талантлисене шыратпӑр» IIмĕш степенлĕ çĕнтерÿçи Максим Поркин «Учил Суворов» юрӑпа тухрĕ. Вӑл куракансен кӑмӑлне çĕклеме пултарчĕ. Район шайĕнче ирттернĕ «Юратсан, юрлас килет!» фестиваль-конкурсӑн Iстепенлĕ çĕнтерÿçи Екатерина Бирюкова «Шурӑ кӑвакарчӑн» юрӑпа залра ларакансене тыткӑнларĕ. Ял тӑрӑхĕнче ирттернĕ 2- мĕш фестиваль-конкурсӑн «Алло, эпир талантлисене шыратпӑр» II- мĕш степенлĕ çĕнтерÿçи Ирина Афанасьева «Огромное небо» юрӑпа куракансем умне тухрĕ. Çавӑн пекех икшерĕн, ушкӑнпа  юрлакансем те куракансене савӑнтарчĕç. Вĕсем те ял тӑрӑхĕнче ирттернĕ конкурсӑн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Ташӑ ушкӑнĕсем те районта, Республикӑра, тĕрлĕ халӑхсем хушшинче ирттерĕ конкурсен çĕнтерÿçисем. Вĕсем куракансене чӑваш, тутар халӑхӑхĕн çĕнĕ ташшисемпе тĕлĕнтерчĕç. «Я Помню! Я Горжусь!»  фестиваль-конкурсӑн IIстепенлĕ çĕнтерÿçĕ ташӑ ушкӑнĕ «Синий платочек» ташшипе залра ларакансене тыткӑнламаллипех тыткӑнларĕç. Мĕн тери тӑрӑшса ташларĕç хӑйсен ашшĕ-амӑшĕсем умĕнче çамрӑк хĕрачасем.

    Концертӑн иккĕмĕш пайĕнче вара, аслӑ ӑрурисем сцена çине пĕрин хыççӑн тепри тухса илемлĕ юрӑсемпе пурне те савӑнтарчĕç. Раççеей шайĕнче ирттернĕ «Кĕмĕл сасӑ» фестиваль-конкурсӑн IIIстепенлĕ лауреачĕ, Евгений Тимофеев, пурне те Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа, хӑйĕн çепĕç те янӑравлӑ сассипе «Смуглянка» юрра шӑрантарчĕ. Çак конкурсӑн Iстепенлĕ лауреачĕ Дарья Макарова та куракансене саламларĕ çак каç. Вӑл юратнӑ амӑшĕпе Вера Макаровапа «Журавли» юрра икĕ саспа чĕрене кĕрсе вырнаçмалла шӑрантарчĕ. Çавӑн пекех çак уяв каçĕнче культура Çуртне пухӑннисене культура Çуртĕнче вӑй хуракансем те илемлĕ юрӑсемпе хавхалантарса тӑчĕç. Акӑ вĕсем: Валерий Голубев, Раддимир Семенов тата культура Çурчĕн ертÿçи Галина Голубева тата ташӑсене лартакан Ирина Петрова.

    Юлашкинчен Е.Тимофееев «День Победы» юрӑпа пурне те ура çине тӑратма пултарчĕ. Юлашкинчен пур артист та сцена тухса «День Победы» юрра мӑнаçлӑн шӑрантарчĕç. Çамрӑк артистсем тата         куракансем артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç.

    Мӑнаçлӑн вĕçленчĕ уяв концерчĕ. Курма килнисем артистсене тав туса, килĕсене çĕкленÿллĕ кӑмӑлсемпе саланчĕç.

Просмотров: 292 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar