MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 31 » Пирĕн районта талантсем çуралаççĕ
22:28
Пирĕн районта талантсем çуралаççĕ

Пирĕн районта талантсем çуралаççĕ

 

Ирина Кораблева Москакасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкас Хачăк ялĕнче пурăнать. Вăл хăй юрлама тата сăвăсем çырса кĕвĕлеме шкул пĕтерсен пуçланă. Çак талант унăн амăшĕнчен, Мария Кораблеваран куçнă пулĕ. Çамрăк хĕре Çĕрпӳри культурăпа сутĕç училищинчен вĕренсе тухсан, Муркаш районĕнчи Москакасси культура Çуртĕнче ĕçлеме направленипе яраççĕ. Кунтах качча тухса виçĕ ача çуратса ура çине тăратма пултарать мăшăрĕпе Александрпа. Çав хушăрах Москакассинчи «Шуçăм» юрăпа ташă пултарулăх ушкăнне çӳресе, хăйĕн илемлĕ сассипе куракансене савăнтарать. Чи аслă хĕрĕ Ирина амăшĕ юрланине мĕн пĕчĕкрен пăхса çитĕнет. Çитĕнсен вăл та ун пек пулма ĕмĕтленет пĕчĕк хĕрача. Хăй шухăшласа ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме пултарать Ирина.

15 çул каялла хăйĕн пĕрремĕш концертне Муркашри культура Çуртĕнче лартнăччĕ. Çак çулсем хушшинче самаях çитĕнсе аталаннă унăн таланчĕ. Унăн пултарулăхне Шупашкарти аслă сценăсем çинче те, Республикăри культура Çурчĕн сценисем çинче те сахал мар курма пултарнă куракансем.

Октябрĕн 31-мĕшĕнче хăйĕн пултарулăх каçне Муркаш районĕнче пурăнакансене пуçтарчĕ Ирина Кораблева. Куракансене унăн юлташĕсем: Алина Савельева, Николай Кузьмин, Василий Николаев тата «Калинка» ташă ушкăнĕ илем кӳчĕç. Ирина хăй çырса кĕвĕленĕ илемлĕ юрăсене Оперăпа балет театрĕн солисчĕпе В.Николаевпа чĕрене кĕрсе вырнаçмалла шăрантарчĕç. Чăн-чăн артистсемех пулчĕç çак каç сцена çинче. Залра тăвăллăн алă çупни хăлхаран каймарĕ, пурин куçĕнче те хаваслă йăл-кулă йăлтăртатрĕ. Артистсем хамăр районти Игорь Майков сăвăçăн тата Виталий Романов композиторăн юррисене шăрантарни те пурин кăмăлне те çĕклеме пултарчĕç. Ирина хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсен пуххин альбомне залра ларакансене вăйăсем выляттарса парнелерĕ. Икĕ сехет тăсăлнă илемлĕ те интереслĕ концерт программи питех те хăвăрт иртсе кайрĕ.

Юлашкинчен сцена çине Муркашри культура пайĕн ертӳçи Любовь Рыжкова улăхса Ирина Кораблевана куракансене валли илемлĕ концерт   йĕркелеме пултарнишĕн чунтан тав сăмахĕ каларĕ. Ăна малашне те илемлĕ юрăсем çырса халăх патне çитерме телей те ăнăçу сунса илемлĕ чечек çыххи парнелерĕ. Çавăн пекех унăн юлташĕсене те тав сăмахĕ каларĕ.

«Муркаш районĕнче çавăн пек пултаруллă юрăçсем пурри пире   савăнтарать, мăнçлантарать»,- терĕ юлашкинчен хавхаланса Л.Рыжкова.

 

      

   

 

 

Просмотров: 240 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar