MENU
Главная » 2016 » Июль » 13 » Питрав уявӗ – Ахманере
14:41
Питрав уявӗ – Ахманере

   130-мӗш ҫул ӗнтӗ Москакасси ял тӑрӑхӗнчи Ахмане салинче Питрав уявне савӑнӑҫлӑн ирттереҫҫӗ. Шӑп 130 ҫул каялла Ахмане ялӗнче ҫвяттуй Петӗрпе Павӑл тата Хусанти турӑ  Амӑшӗ ячӗпе чиркӱ хӑпартса лартнӑ. Ҫак ҫултан пуҫласа ҫулсеренех ҫак ялта Питрав уявне ирттеренӗ. Шел пулин те ҫак чиркӗве 1934-мӗш ҫулта пӑсса пӑрахнӑ.

   Ҫак сумлӑ юбилея халалласа  ветерансен канашӗн ертӱҫийӗ В.И.Беспалова  тата культура ӗҫченӗсем йӗркеленипе  ӗлӗкхи тата паянхи  сӑн ӱкерчӗксенчен стендсем   туса ҫакрӗҫĕ. Ку вара ял халӑхӗшӗн ҫав тери пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ. Мӗн уяв вӗҫленичченех ҫак сӑн ӱкерчӗксене кӑсӑклансах пӑхрӗ ял-йыш.

   У ява малтанах «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ, «Щураппа» фольклор ушкӑнӗ тата ял халӑхӗ алла-аллӑн тытӑнса «Алран кайми аки-сухи» юрра юрласа уҫрӗҫ. Ахмане ялӗн старости П.В.Волков  пурне те уяв ячӗпе саламласа Москакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне А.Н.Матросова сӑмах пачӗ. А. Матросов ҫак уяв ячӗпе тата ҫак уява 130-мӗш хут  ирттернӗ ятпа чунтан саламларӗ. Ҫак кун та уява хаваслӑн ирттерме ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫавӑн пекех уяв ячӗпе Муркаш район депутачӗ В.А.Калинин саламларӗ.  Унсӑр пуҫне ҫак уява Александровски чиркӗвӗн протирейӗ Иван Атте те хутшӑнчӗ. Вӑл ял-йыша  пурне те пил парса уява илемлӗн ирттерму ӑнӑҫу сунчӗ, икӗ ҫул каялла кӑларнӑ указпа паллаштарчӗ. Ял –йыш тата Турӑ пулӑшнипе ҫак салара ҫывӑх вӑхӑтрах ҫӗнӗ чиркӱ хӑпартас пирки каларӗ,  пурне те ҫак ӗҫре пысӑк тимлӗх уйӑрма ыйтрӗ.

   Уяв паллах юрӑ-ташӑсӑр иртмест. «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ, «Щураппа» фольклор ушкӑн тата «Ечкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ хӑйсен пултарулӑхӗсемпе ял халӑхне тыткӑнларӗҫ. Шӱчӗ те, юрри те, ташши те пурин кӑмӑне те ҫӗклерӗ ҫак  уявра. Тӗрлӗрен конкурсем те туса ирттерчӗҫ ертсе пыракансем. Ахмане салинчи ачасем ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен илемлӗ ташшисемпе тыткӑнларӗҫ. Ҫавӑн пекех ачасем Батут ҫинче сиксе кӑмӑлӗсене уҫрӗҫ, шашлык, шӱрпе юратакансем  райпо тата предпринимательсен  тулли кӗрекесем умӗнче хӗвӗшрӗҫ. Ачасене валли ашшӗ-амӑшӗсем тӗрлӗрен  теттесем, ҫипуҫсем те туянса  пачӗҫ. Эстрада юррисемпе пурте хавхаланса ташларӗҫ. Ҫав хушӑрах конкурса хутшӑнакансем сим – пыл сӑрапа, вӗри шӱрпепе, тутлӑ кукӑль -ҫӑмахпа халӑха  сӑйларӗҫ.

   Мӗн каҫченех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ Ахмане салинче. Ватти те вӗтти те юрласа ташларӗ  уявра.  Хаваслӑ та  тулли кӑмӑлпа  саланчӗ  ял-йыш уявран.

Фоторепортаж Г. Голубевой

Фоторепортаж С. Дегтяревой

 

Просмотров: 493 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar