MENU
Главная » 2018 » Май » 29 » Праздник Святой Троицы прошел в с. Оринино.
15:34
Праздник Святой Троицы прошел в с. Оринино.

      Фоторепортаж

    Православи çыннисем Таса Çимĕк уявне — чиркỹ праçникĕсен тĕп 12 уявĕнчен пĕрне — Христос чĕрĕлсен Мăн кун хыççăн 50 кунтан паллă тăваççĕ. Çавăнтанпах ĕнтĕ халăхра ăна Пятидесятница теççĕ. Чăвашсем мĕн ĕлĕк-авалтан çурхи ĕçсем хыççăн тĕрлĕ уявсем ирттернĕ. Çуллахи уявсен шутне шăпах Çимĕк кĕрет. Мĕн ĕлĕкренпех çав кун кирек епле ĕçе те пăрахнă, тăван-хурăнташпа пĕрле ĕçсе çинĕ…

      Йáлана кĕнĕ йĕркепе  кáçал та, çу уйáхĕн 27-мĕшĕнче, Оринин салинче  Çимĕк  уявне халáх йышлá пухáнчĕ. Уяв программине «Золушка» ача садне çурекенсем уçрĕç. Çимĕке пухáннисене  Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнáçлакан С.А.Михайлова,  район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – экономика тата агропрмышленность комплексĕн аталанăвĕпе муниципаллă харпăрлăх управленийĕн ертÿçи А.А.Миронов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем А.Г.Прокопьевпа В.А.Калинин, Оринин ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи – В.И.Вязов, Орининти чиркỳ настоятелĕ  Иннокентий атте  саламларĕç.                                               Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Орининти чиркỳ çумĕнчи вырсарни шкулне çỳрекенсем, Орининти вăтам шкулĕнче вĕренекенсем,  Атапай клубĕнче  йĕркелленнĕ «Сурпан» (ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – Родион Петров), Мулкачкассинчи «Пучах» (ертўçи-Надежда Кондукторова, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ), «Стиляги» ташá ушкáнĕ уява хаваслá ташá-юрáпа пуянлатрĕç. Çавáн пекех уява хутшáнакансем Ятман клубĕ çумĕнче йĕркелленнĕ  «Задоринка» ташá ушкáнĕпе Шурчари культура Çурчĕ çумĕнчи «Шурча» ушкáнĕн пултарулăхĕпе паллашма пултарчĕç. Вĕсем хаваслă юрă- ташáсемпе халăхăн чунне тыткăнларĕç, савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç. Илемлĕ юрá-кĕвĕпе çынсем ташлама та тухрĕç.Уяв питĕ хаваслá иртрĕ.  Спорта юратакансем футбол, волейбол вáйисенче вáй виçрĕç.  Хаваслá юрá-ташá нумайччен савáнтарчĕ куракана. Пĕчĕк шăпăрлансене савăнма батут та пулчĕ,  карусельпе ярăнма та пултарчĕç вĕсем.  Техĕмлĕ какай шỳрпипе шашлык тутанса пáхма та май пулчĕ уява хутшáнакансене.

Просмотров: 389 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar